56 Ҫакӑ йӑлтах пророксем ҫырса хӑварни пурнӑҫланмашкӑн пулса иртрӗ». Ҫавӑн чухне мӗн пур вӗренекенӗ Ӑна пӑрахса тарнӑ.
Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «„Ҫурт тӑвакансем пӑрахӑҫланӑ чул никӗсри тӗп чул пулса тӑчӗ; ҫакна Хуҫамӑр турӗ, ҫакна эпир пӑхса ытараймастпӑр“, – тенӗ Ҫырнинче. Эсир ҫавна нихӑҫан та вуламан-и?
– Тепӗр тесен, Этем Ывӑлӗ Ҫырнинче палӑртса хунӑ ҫулпах пырать. Анчах Этем Ывӑлне тытса паракана хуйхӑ пулӗ: ӑна ҫураличчен ҫуралманни аванрах пулнӑ пулӗччӗ».
Ҫавӑн чухне Иисус вӗренекенӗсене калать: «Кӗҫӗр эсир пурте Мана шанма пӑрахатӑр, мӗншӗн тесен Ҫырнинче ҫапла каланӑ: „Кӗтӳҫне пӗтерӗп те, кӗтӳри сурӑхсем саланса кайӗҫ“.
Ҫырнинче ҫапла пулмалла тесе калани вара епле пурнӑҫланӗ?»
– Акӑ эсир Мана пӗччен хӑварса тӗрлӗ еннелле саланас вӑхӑт ҫывхарать, ҫав вӑхӑт ҫитрӗ те ӗнтӗ. Анчах та Аттем Манпа пулнӑран Эпӗ пӗччен мар.
Эпӗ судра малтанхи хут хӳтӗленсе калаҫнӑ чухне мана хавхалантарма никам та пымарӗ, пурте мана пӑрахрӗҫ. Ҫавӑ вӗсен ҫылӑхӗ шутне ан кӗтӗрччӗ!