Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Матфей 26:55 - Синодальный НЗ

55 Унтан Иисус халӑха каланӑ: «Мана тытма эсир, вӑрӑ-хураха хирӗҫ тухнӑ пек, хӗҫсемпе, шалҫасемпе тухрӑр. Эпӗ куллен сире Турӑ Ҫуртӗнче вӗрентсе лартӑм, ун чухне эсир Мана тӗкӗнмерӗр.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Матфей 26:55
15 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Иисус Турӑ Ҫуртне пырса ҫынсене вӗрентнӗ чух Ун патне аслӑ священниксемпе халӑх хушшинчи ятлӑ-сумлӑ ҫынсем пынӑ. «Эсӗ ҫакна мӗнле тивӗҫпе тӑватӑн? Кам Сана ҫакнашкал ирӗк панӑ?» – тесе ыйтнӑ вӗсем.


Вӑл ҫапла каласа тӑнӑ вӑхӑтрах Вун иккӗшӗнчен пӗри, Иуда, тата унпа пӗрле хӗҫсемпе шалҫасем йӑтнӑ темӗн чухлӗ халӑх пырса ҫитнӗ. Вӗсене аслӑ священниксемпе халӑх хушшинчи ятлӑ-сумлӑ ҫынсем янӑ пулнӑ.


Унтан кайсан Иисус Иордан леш енчи ҫӗрсем урлӑ Иудея тӑрӑхне пынӑ. Каллех Ун патне халӑх пуҫтарӑннӑ, каллех, яланхи пекех, Вӑл ҫынсене вӗрентнӗ.


Турӑ Ҫуртӗнче тата малалла вӗрентсе Иисус ҫапла каланӑ: «Епле-ха саккун вӗрентӳҫисем Турӑ Суйласа илни Давид йӑхӗнчен пулмалла теҫҫӗ?


Иисус кашни кун Турӑ Ҫуртӗнче вӗрентнӗ. Аслӑ священниксем, саккун вӗрентӳҫисемпе халӑх хушшинчи ятлӑ-сумлӑ ҫынсем вара Ӑна пӗтересшӗн пулнӑ,


Пӗррехинче, Иисус Турӑ Ҫуртӗнче халӑха Ырӑ Хыпар каласа вӗрентнӗ чух, Ун патне аслӑ священниксемпе саккун вӗрентӳҫисем тата ятлӑ-сумлӑ ҫынсем пынӑ та:


Иисус вара кӗнекине хупса унта ӗҫлекен ҫынна панӑ та, Хӑй ларнӑ. Синагогӑри ҫынсем пурте Ун ҫине куҫ илмесӗр пӑхнӑ.


Ҫур уяв иртнӗ тӗлелле Иисус Турӑ Ҫуртне кӗрсе вӗренте пуҫланӑ.


Ҫавӑн чухне Иисус, Турӑ Ҫуртӗнче вӗрентсе, хыттӑн каланӑ: «Эсир Мана та, Эпӗ ӑҫта ҫуралнине те пӗлетӗр. Эпӗ кунта Хам тӗллӗн килмен. Мана кунта Яраканӗ чӑн-чӑн, анчах та эсир Ӑна пӗлместӗр.


Ирхине Вӑл каллех Турӑ Ҫуртне пынӑ. Пӗтӗм халӑх Ун патне пуҫтарӑннӑ. Вӑл ларнӑ та вӗсене вӗрентме тытӑннӑ.


Иисус ҫак сӑмахсене Турӑ Ҫуртӗнче, укҫа арчи патӗнче, вӗрентнӗ чухне каланӑ. Унӑн асап вӑхӑчӗ ҫитеймен пирки ҫавӑн чухне Ӑна никам та тӗкӗнмен.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ