Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Матфей 26:53 - Синодальный НЗ

53 Е Эпӗ халӗ Аттемрен тархасласа ыйтма пултараймӑп тетӗн-и? Ыйтсан, Вӑл ҫак самантрах Ман патӑма вун икӗ пулккӑ та ытла ангел ярӗ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Матфей 26:53
12 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

«Этем Ывӑлӗ Хӑйӗн мухтавӗпе, мӗн пур святой ангелӗсемпе килсессӗн Хӑйӗн чаплӑ престолӗ ҫине ларӗ.


Вара шуйттан Иисус патӗнчен кайнӑ, ҫавӑнтах ангелсем пынӑ та Уншӑн ӗҫлесе тӑма тытӑннӑ.


Хайхисем Иисус патне пынӑ та акӑ мӗн курнӑ: ҫав ҫын, пулккипе усал ернӗскер, тумланса ларнӑ та чипер ӑс-тӑнпах ларать. Ҫакна курсан вӗсем хӑрасах кайнӑ.


«Эсӗ мӗн ятлӑ?» – тесе ыйтнӑ унран Иисус. «Эпир нумаййӑн, ҫавӑнпа та эпӗ „пулккипех“ ятлӑ», – тенӗ Ӑна лешӗ.


Иисус унран: «Эсӗ мӗн ятлӑ?» – тесе ыйтнӑ. «Пулккипех», – тенӗ лешӗ, мӗншӗн тесен ун ӑшне нумай-нумай усал кӗнӗ.


Никам та Ман чунӑма туртса илеймест, ӑна Эпӗ Хам паратӑп. Манӑн ӑна памашкӑн та, каялла илмешкӗн те ирӗкӗм пур. Мана Аттем ҫапла хушнӑ».


Иисус ҫапла тавӑрнӑ: «Манӑн Патшалӑхӑм ҫак тӗнчери мар. Манӑн Патшалӑхӑм ҫак тӗнчери пулсан, Мана пӑхӑнса тӑракансем Манӑн хӳтте кӗнӗ пулӗччӗҫ, иудейсене тыттармӗччӗҫ. Анчах та халӗ Манӑн Патшалӑхӑм кунта мар».


сире вара, хӗн-хур тӳсекенсене, Иисус Хуҫамӑр Хӑйӗн хӑватлӑ ангелӗсемпе тӳперен килнӗ чухне Турӑ пирӗнпе танах канӑҫлӑх парӗ.


Адамран ҫиччӗмӗш сыпӑкри Енох унашкаллисем ҫинчен пророкла ҫапла каланӑ: «Акӑ, Хуҫамӑр Хӑйӗн святой пин-пин ангелӗпе килет.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ