52 Иисус вара ӑна ҫапла каланӑ: «Хӗҫне хӑй вырӑнне чик, мӗншӗн тесен хӗҫ ҫӗклекенсем хӗҫпех пӗтӗҫ.
Эпӗ вара сире калатӑп: усала усалпа ан тавӑр. Хӑвна сылтӑм енчен ҫупса яракана тепӗр енне ҫавӑрса пар.
Тусӑмсем! Усал тунишӗн ан тавӑрӑр, Турӑ ҫилли ҫитессе шанӑр. Мӗншӗн тесен Ҫырнинче ҫапла каланӑ: «„Тавӑру ирӗкӗ Манра, тавӑраканӗ Эпӗ пулӑп“, – тет Хуҫа Турӑ».
Асӑрхӑр, усала хирӗҫ усалпа никам та ан тавӑртӑр. Пӗр-пӗрне те, ыттисене те – яланах ырӑ тума тӑрӑшӑр.
Усала хирӗҫ усалпа, сӑмахпа кӳрентернине хирӗҫ кӳрентерӳпе ан тавӑрӑр, тавӑрас вырӑнне пиллӗх сунӑр. Ҫакна пӗлсе тӑрӑр: Турӑ сире пиллӗхлӗ пулмашкӑн суйласа илнӗ.
Тыткӑна илсе каякана хӑйне тыткӑна илсе кайӗҫ; хӗҫпе вӗлерекене хӑйне хӗҫпе вӗлерӗҫ. Ҫав саманара сӑваплисен чӑтӑмлӑ та ҫирӗп ӗненӳллӗ пулмалла.
Сӑваплисемпе пророкусен юнне юхтарнӑшӑн Эсӗ вӗсене юн ӗҫтертӗн. Вӗсем ҫавна тивӗҫлӗ те».