49 Вӑл ҫавӑнтах Иисус патне пынӑ та: «Сывлӑх сунатӑп, Равви!» – тесе Ӑна чуптунӑ.
халӑх йышлӑ ҫӗрте хӑйсене саламланине тата ҫынсем хӑйсене: „Вӗрентекен! Вӗрентекен!“ – тесе чӗннине килӗштереҫҫӗ.
Эсир вара хӑвӑра „вӗрентекен“ тесе ан калаттарӑр, мӗншӗн тесен сирӗн Вӗрентекенӗр пӗрре – Христос, хӑвӑр хушшӑрта вара эсир пурте тӑвансем.
«Равви! Эпӗ мар пулӗ те?» – ыйтнӑ ҫавӑн чухне ӑна тытса пама килӗшнӗ Иуда. «Эсӗ хӑвах ҫапла каларӑн», – тенӗ ӑна Иисус.
Сутаканӗ ушкӑнрисене ҫапла паллӑ пама калаҫса татӑлнӑ: «Эпӗ Кама чуптӑвӑп, Ҫавӑ Иисус пулӗ, эсир вара Ӑна ярса тытӑр».
Вара Ӑна хисепленҫи пулса: «Сывӑ пултӑр Иудея Патши!» – тесе саламлама пуҫланӑ.
Эсӗ Мана тӑванла чуптумарӑн, вӑл вара Эпӗ килнӗренпех Манӑн урасене пӗр чарӑнмасӑр чуптӑвать.
«Сывӑ пултӑр иудейсен Патши!» – тесе вӗсем Иисуса ҫупа-ҫупа янӑ.
Ҫав вӑхӑтра вӗренекенӗсем Ӑна: «Равви! Ҫисемччӗ», – тесе тархасланӑ.
Ӗненекен мӗн пур тӑванӑмӑрсене сӑваплӑн, тӑванла чуптуса саламлӑр.