47 Вӑл ҫапла каласа тӑнӑ вӑхӑтрах Вун иккӗшӗнчен пӗри, Иуда, тата унпа пӗрле хӗҫсемпе шалҫасем йӑтнӑ темӗн чухлӗ халӑх пырса ҫитнӗ. Вӗсене аслӑ священниксемпе халӑх хушшинчи ятлӑ-сумлӑ ҫынсем янӑ пулнӑ.
Ҫавӑн чухне Вун иккӗшӗнчен пӗри, Иуда Искариот ятли, аслӑ священниксем патне кайнӑ.
Тӑрӑр та каяр! Акӑ ӗнтӗ Мана сутакан та ҫывӑхрах».
Сутаканӗ ушкӑнрисене ҫапла паллӑ пама калаҫса татӑлнӑ: «Эпӗ Кама чуптӑвӑп, Ҫавӑ Иисус пулӗ, эсир вара Ӑна ярса тытӑр».
Унтан Иисус халӑха каланӑ: «Мана тытма эсир, вӑрӑ-хураха хирӗҫ тухнӑ пек, хӗҫсемпе, шалҫасемпе тухрӑр. Эпӗ куллен сире Турӑ Ҫуртӗнче вӗрентсе лартӑм, ун чухне эсир Мана тӗкӗнмерӗр.