Кӗлтунӑ хыҫҫӑн вӗренекенӗсем патне тавӑрӑннӑ та вӗсене ҫапла каланӑ: «Эсир ҫаплах ҫывӑратӑр-и, канатӑр-и? Ӗнтӗ Этем Ывӑлне ҫылӑхлӑ ҫынсен аллине тытса парас вӑхӑт ҫитрӗ.
Петр каялла ҫавӑрӑнса пӑхнӑ та хӑйӗн хыҫҫӑн Иисусӑн юратнӑ вӗренекенӗ пынине курнӑ. Ку шӑпах ӗнтӗ пӗррехинче, каҫхи апат вӑхӑтӗнче, Иисус кӑкӑрӗ ҫумне тӗршӗнсе: «Хуҫамӑр, Сана тытса параканӗ кам пулӗ?» – тесе ыйтаканни пулнӑ.