Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Матфей 26:45 - Синодальный НЗ

45 Кӗлтунӑ хыҫҫӑн вӗренекенӗсем патне тавӑрӑннӑ та вӗсене ҫапла каланӑ: «Эсир ҫаплах ҫывӑратӑр-и, канатӑр-и? Ӗнтӗ Этем Ывӑлне ҫылӑхлӑ ҫынсен аллине тытса парас вӑхӑт ҫитрӗ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Матфей 26:45
14 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене хулана пӗр ҫын патне кайма, ӑна Хӑйӗн сӑмахӗсене калама хушнӑ: «Манӑн вӑхӑтӑм ҫывхарчӗ, сан патӑнта Хамӑн вӗренекенӗмсемпе пасха уявне тӑвас тетӗп».


«Тепӗр икӗ кунран пасха уявӗ ҫитессе эсир пӗлетӗр. Ҫавӑн чухне Этем Ывӑлне пӑталама тытса парӗҫ».


Унтан Иисус, вӗсене хӑварса, каллех аяккарах пӑрӑннӑ та малтанхи пекех каласа виҫҫӗмӗш хут кӗлтунӑ.


Тӑрӑр та каяр! Акӑ ӗнтӗ Мана сутакан та ҫывӑхрах».


Вара кӑштах аяккалла пӑрӑннӑ та: «Май пулсассӑн, ҫак асап вӑхӑчӗ Манран иртинччӗ. Эй, Авва Аттем! Эсӗ пурне те тума пултаратӑн. Ҫак асап куркине Манран ирттерсемччӗ. Ҫапах та Эпӗ тӑвас тенӗ пек мар, Эсӗ тӑвас тенӗ пек пултӑр», – тесе ҫӗре ӳксе кӗлтунӑ.


Эпӗ кашни кун сирӗнпе пӗрле Турӑ Ҫуртӗнче пултӑм, эсир ун чух Мана тӗкӗнмерӗр. Халӗ ӗнтӗ тӗттӗмлӗх хуҫаланать, ку – сирӗн вӑхӑтӑр».


Иисус вӗсене хирӗҫ ҫапла каланӑ: «Этем Ывӑлӗ мухтава тухас вӑхӑт ҫитрӗ.


«Халӗ Манӑн чунӑм пӑлханса кайрӗ. Мӗн калам-ши? „Аттем, Мана ҫак саманта курассинчен хӑтар!“ – теес-и? Анчах та Эпӗ шӑпах ҫак самантшӑн килнӗ.


Пасха уявӗ ҫывхарса килнӗ. Ку тӗнчерен Ашшӗ патне каяс вӑхӑчӗ ҫитсе пынине Иисус пӗлнӗ. Ку тӗнчери Хӑй хыҫҫӑн пыракансене Вӑл савнӑ, каяс умӗн вара Хӑйӗн тулли юратулӑхне пытарас темен.


Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн Иисус ҫӳлелле пӑхнӑ та ҫапла каланӑ: «Эй, Аттем! Вӑхӑт ҫитрӗ ӗнтӗ: Хӑвӑн Ывӑлу Сана мухтава кӑлартӑр тесе Ывӑлна мухтава кӑлар.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ