43 Вӗренекенӗсем патне тавӑрӑнсан Вӑл каллех вӗсем ҫывӑрнӑ тӗле пулнӑ. Вӗсене ыйхӑ пуссах ҫитернӗ.
Унтан Вӑл каллех тепӗр хут аяккарах пӑрӑннӑ та ҫапла каласа кӗлтунӑ: «Эй, Аттем! Ҫак асап куркине Манран ирттерме май ҫуках пулсан, Манӑн ӑна ӗҫмеллех пулсан, эппин Санӑн ирӗкӳ пултӑр».
Унтан Иисус, вӗсене хӑварса, каллех аяккарах пӑрӑннӑ та малтанхи пекех каласа виҫҫӗмӗш хут кӗлтунӑ.
Петрпа унӑн юлташӗсем ыйхӑ пуснипе аптӑранӑ. Вӑрансан вӗсем мухтавлӑ ҫутӑри Иисуса тата Унпа юнашар тӑракан икӗ ҫынна курнӑ.
Чӳрече янаххи ҫинче Евтих ятлӑ пӗр ҫамрӑк ларатчӗ. Ҫавскер Павелӑн вӑраха кайнӑ сӑмахне итлесе ларнӑ май ҫывӑрах кайнӑ. Вара ыйхӑ тӗлӗшпе виҫҫӗмӗш хутран ҫӗре персе анчӗ. Ӑна ҫӗклесе тӑратнӑ чухне вӑл вилсе те кайнӑччӗ ӗнтӗ.
Кирек епле чун та аслӑ влаҫсене пӑхӑнса пурӑнтӑр, мӗншӗн тесен влаҫлӑ пурӑнӑҫ йӗркине Турӑ тунӑ, кирек епле влаҫ та Турӑран.