Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Матфей 26:42 - Синодальный НЗ

42 Унтан Вӑл каллех тепӗр хут аяккарах пӑрӑннӑ та ҫапла каласа кӗлтунӑ: «Эй, Аттем! Ҫак асап куркине Манран ирттерме май ҫуках пулсан, Манӑн ӑна ӗҫмеллех пулсан, эппин Санӑн ирӗкӳ пултӑр».

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Матфей 26:42
14 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

«Хӑвӑр мӗн ыйтнине хӑвӑр та пӗлместӗр, – тавӑрнӑ вара Иисус. – Эпӗ ӗҫес асап куркине ӗҫме, Эпӗ кӗрес асап шывӗпе тӗне кӗме пултарайӑр-и?» «Пултаратпӑр», – тенӗ ывӑлӗсем.


Унтан кӑшт аяккарах кайнӑ та ҫӗре ӳксе ҫапла кӗлтунӑ: «Эй, Аттем! Май пулсассӑн ҫак асап куркине Манран ирттерсемччӗ. Ҫапах та Эпӗ тӑвас тенӗ пек мар, Эсӗ тӑвас тенӗ пек пултӑр».


Вӗренекенӗсем патне тавӑрӑнсан Вӑл каллех вӗсем ҫывӑрнӑ тӗле пулнӑ. Вӗсене ыйхӑ пуссах ҫитернӗ.


Санӑн Патшалӑху килтӗр; Санӑн ирӗкӳ ҫӗр ҫинче те ҫӳлти пекех пултӑр.


ҫапла кӗлтунӑ: «Эй, Аттем! Кӑмӑлу пулсан, ҫак асап куркине Манран ирттерсе ярсамччӗ. Ҫапах та Ман ирӗк мар, Санӑн ирӗкӳ пултӑр».


Мӗншӗн тесен Эпӗ ҫӳлтен Хам ирӗкӗме тума мар, Хама кунта яракан Аттемӗн ирӗкне тума антӑм.


Пирӗн Аслӑ священник, эпир халсӑррине пӗлсе, хута кӗрет. Вӑл, ҫылӑхсӑр пуҫне, эпир мӗн тӳснине йӑлтах тӳснӗ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ