41 – Илӗртнипе ҫылӑха кӗрес марччӗ тесе сыхӑ пулӑр, кӗлтӑвӑр: этемӗн чун-чӗмӗ ҫирӗп, ӳт-пӗвӗ вара хавшак».
«Ҫапла вара, сыхӑ пулӑр, мӗншӗн тесен Хуҫӑр хӑш самантра килессине пӗлместӗр.
Ҫапла вара, – тенӗ ытарлӑха вӗҫлесе Иисус, – сыхӑ пулӑр, мӗншӗн тесен Этем Ывӑлӗ хӑш кун, хӑш сехетре килессе пӗлместӗр».
«Манӑн чунӑм вилесле хурланать, эсир ҫакӑнта Манпа пӗрле пулӑр-ха, ан ҫывӑрӑр», – тенӗ вӗсене Иисус.
Ҫылӑха ан кӗрт пире, усалтан хӑтар пире. Патшалӑх та, хӑват та, аслӑлӑх та ӗмӗрех Санӑн. Аминь“.
– Илӗртнипе ҫылӑха кӗрес марччӗ тесе, сыхӑ пулӑр, кӗлтӑвӑр: этемӗн чун-чӗмӗ ҫирӗп, ӳт-пӗвӗ вара хавшак».
пирӗн ҫылӑхсене каҫар: эпир те хамӑра парӑмлӑ пулнисене кирек кама та каҫаратпӑр; ҫылӑха ан кӗрт пире, усалтан хӑтар пире“, – тейӗр».
Ҫавӑнпа ӗнтӗ яланах сыхӑ тӑрӑр, ҫав килес асапсенчен хӑтӑлма вӑй-хал ыйтса кӗлтӑвӑр, Этем Ывӑлӗ умне тӑма тивӗҫлӗ пулӑр».
Вырӑна ҫитсен Иисус вӗсене каланӑ: «Илӗртнипе ҫылӑха кӗрес марччӗ тесе кӗлтӑвӑр».
«Эсир мӗншӗн ҫывӑратӑр? Илӗртнипе ҫылӑха кӗрес марччӗ тесе, тӑрса кӗлтӑвӑр», – тенӗ вӗсене Иисус.
Чуллӑ ҫӗре ӳкни вара ҫакӑн пеккисене пӗлтерет: вӗсем Турӑ сӑмахне илтсен хавасланса йышӑнаҫҫӗ, анчах та хӑйсем тымарсӑр. Унашкаллисем пӗр вӑхӑт ӗненсе пурӑнаҫҫӗ, анчах та тӗрӗслев вӑхӑтне тӳсеймесӗр ӗненме пӑрахаҫҫӗ.
Хавшак этеме пула вӑйне ҫухатнӑ саккун тӑвайманнине Турӑ турӗ. Вӑл Хӑйӗн Ывӑлне, этем ҫылӑхӗшӗн Турра парнелӗхе кӳмешкӗн ҫылӑхлӑ ҫын евӗрлӗ пултарса, ҫӗр ҫине янӑ. Турӑ ҫапла этемри ҫылӑха айӑплав хунӑ.
Эсир куракан тӗрӗслев этем тӳсмелӗх кӑна. Турра шанӑр. Вӑл сирӗн пуҫӑр ҫине чӑтма пултарнинчен ытла тӗрӗслев яма хушмӗ. Тӗрӗсленӗ чухне чӑтса ирттермелӗх сире ҫӑмӑллӑх та парӗ.
Сыхӑ тӑрӑр, ӗненӳре ҫирӗп пулӑр, паттӑр та вӑйлӑ пулӑр.
Ҫапах та эпӗ кӗлеткеме хама итлеттерсе пӑхӑнтаратӑп. Ҫакна эпӗ ыттисене Ырӑ Хыпаршӑн кӗрешме ӳкӗтле-ӳкӗтле хамӑн ҫав кӗрешӗве юрӑхсӑр пулас марччӗ тесе тӑватӑп.
Христоса ӗненекенсем хӑйсен хӗрӳ те аскӑнчӑк туйӑмлӑ ӳт-пӗвне хӗрес ҫумне пӑталанӑ.
Тӗрлӗрен кӗлӗпе яланах Турра кӗлтӑвӑр, тархаслӑр. Яланах Турӑ Сывлӑшӗпе килӗшӳллӗн пуҫҫапӑр. Ҫакна ҫирӗп тытса пырса мӗн пур ӗненекенсемшӗн кӗлтӑвӑр.
Ӗнтӗ йӑлтах вӗҫленес вӑхӑт ҫитсе пырать. Эппин, ӑслӑ-тӑнлӑ пулӑр, кӗлтуса сыхӑ тӑрӑр.
Ӑслӑ-тӑнлӑ та сыхӑ пулӑр: сирӗн тӑшман, шуйттан, арӑслан пек хӑрлатса, кама хыпса ҫӑтмаллине шыраса ҫӳрет.
Эппин, тӳрӗ пурӑнакансене асапран епле упраса хӑвармаллине те, йӗркесӗррисене суд кунӗнче айӑплав хуриччен епле сыхламаллине те Хуҫамӑр пӗлет.
Итлӗр! Эпӗ, вӑрӑ пек, кӗтмен ҫӗртен пырӑп. Сыхӑ тӑракан, ҫарамас тӑрса юлса намӑса кӑтартас марччӗ тесе, тумтирне упраса пурӑнакан телейлӗ!
Ҫӗр ҫинчи ҫынсене илӗртсе улталамашкӑн пӗтӗм тӗнчене йывӑр тӗрӗслев пулӗ. Эпӗ сана чӑтӑмлӑ пулма хушнине эсӗ упраса хӑвартӑн, ҫавӑнпа йывӑр тӗрӗслев вӑхӑтӗнче Эпӗ те сана упраса хӑварӑп.