35 «Санпа пӗрле вилмелле пулсассӑн та эпӗ Санран тунас ҫук», – тенӗ Ӑна Петр. Ытти вӗренекенӗсем те ҫавнашкалах каланӑ.
Кам халӑх умӗнче Манран тунать, Эпӗ те Ҫӳлти Аттем умӗнче унран тунӑп».
«Хуҫамӑр! Мӗншӗн мана халӗ Сан хыҫӑнтан пыма юрамасть? Эпӗ Саншӑн чунӑма пама та хатӗр!» – тенӗ Ӑна Петр.
Юрӗ. Вӗсене ӗненмен пирки хуҫнӑ, эсӗ вара вӗсен вырӑнӗнче ӗненӗве пула тытӑнса тӑратӑн. Ҫавӑнпа пуҫна ан каҫӑрт, хӑра.
Ҫавӑнпа хӑйне ҫирӗп тӑратӑп тесе шухӑшлакан ӳкесрен асӑрхантӑр.
Ҫапла вара, савнӑ тӑванӑмсем, пӑхӑнса, Турӑ сумлӑхӗнчен хӑраса хӑвӑр валли ҫӑлӑнӑҫ хатӗрлӗр. Эсир пӑхӑнса пурӑнма яланах пӗлнӗ. Халӗ вара, эпӗ сирӗнпе мар чухне, сирӗн патӑрта чухнехинчен те ытларах пӑхӑнӑр.
Ҫын кам пулнине кура мар, ӗҫне кура Хаклакана Атте тетӗр пулсан, хӑвӑршӑн ют тӗнчере Турӑ сумлӑхӗнчен хӑраса пурӑнӑр.