33 «Сана пурте шанми пулсан та, эпӗ яланах шанӑп», – тенӗ Ӑна Петр.
Чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн вара Эпӗ Галилейӑра сирӗнтен те маларах пулӑп».
«Чӑн калатӑп сана, – тенӗ ӑна Иисус, – кӗҫӗр автан авӑтичченех эсӗ Мана виҫӗ хутчен пӗлмӗш пулӑн».
«Сана пурте шанми пулсан та, эпӗ шанӑп», – тенӗ Ӑна Петр.
«Хуҫамӑр, эпӗ Санпа пӗрле тӗрмене ларма та, вилме те хатӗр!» – тенӗ Ӑна Петр.
Ҫисе ларнӑ чухне Иисус Петр текен Симона каланӑ: «Иона ывӑлӗ Симон! Эсӗ Мана вӗсенчен те ытларах юрататӑн-и?» «Юрататӑп, Хуҫамӑр! – тенӗ Петр. – Эпӗ Сана юратнине Эсӗ Ху та пӗлетӗн». Иисус вара ӑна каланӑ: «Манӑн путекӗмсен кӗтӳҫи пул».
Пӗр-пӗрне тӑванла ӑшшӑн юратӑр, пӗр-пӗрне хисеплеме васкӑр.
Пӗр-пӗринпе тупӑшса, мухтава тухас тесе нимӗн те ан тӑвӑр. Сӑпайлӑ пулса пӗр-пӗрне хӑвӑртан ытларах хисеплӗр.