31 Ҫавӑн чухне Иисус вӗренекенӗсене калать: «Кӗҫӗр эсир пурте Мана шанма пӑрахатӑр, мӗншӗн тесен Ҫырнинче ҫапла каланӑ: „Кӗтӳҫне пӗтерӗп те, кӗтӳри сурӑхсем саланса кайӗҫ“.
Ман пирки иккӗленмен ҫын телейлӗ».
– Тепӗр тесен, Этем Ывӑлӗ Ҫырнинче палӑртса хунӑ ҫулпах пырать. Анчах Этем Ывӑлне тытса паракана хуйхӑ пулӗ: ӑна ҫураличчен ҫуралманни аванрах пулнӑ пулӗччӗ».
Ҫакӑ йӑлтах пророксем ҫырса хӑварни пурнӑҫланмашкӑн пулса иртрӗ». Ҫавӑн чухне мӗн пур вӗренекенӗ Ӑна пӑрахса тарнӑ.
– Акӑ эсир Мана пӗччен хӑварса тӗрлӗ еннелле саланас вӑхӑт ҫывхарать, ҫав вӑхӑт ҫитрӗ те ӗнтӗ. Анчах та Аттем Манпа пулнӑран Эпӗ пӗччен мар.