3 Ҫав вӑхӑтра Каиафа ятлӑ аслӑ священник керменне аслӑ священниксем, саккун вӗрентӳҫисем тата халӑх хушшинчи ятлӑ-сумлӑ ҫынсем пухӑннӑ.
Петр ҫав хушӑра тулта, картишӗнче, ларнӑ. Ун патне пӗр хӗрарӑм тарҫӑ пынӑ та: «Эсӗ те Галилейӑри Иисуспа пӗрлеччӗ», – тенӗ.
Ҫавӑн чух Рим лартнӑ пуҫлӑхӑн салтакӗсем Иисуса преторине илсе кӗртнӗ те Ун тавра ытти салтаксене пулккипех пуҫтарнӑ.
Петр вара аслӑ священник ҫурчӗ патне ҫитичченех Иисус хыҫҫӑн чылай каярахра утса пынӑ. Картишне кӗрсессӗн вӑл унти тарҫӑсемпе пӗрле кӑвайт умне ӑшӑнма ларнӑ.
Петр ҫав хушӑра тулта, картишӗнче ларнӑ. Аслӑ священникӑн хӗрарӑм тарҫи, пырсан,
Салтаксем Ӑна претори картишне илсе кӗртнӗ те унта пулккипех ытти салтаксене пухнӑ.
Ҫынсем картиш варринче кӑвайт хурса пурте йӗри-тавра пухӑнсан, вӗсен хушшине Петр та пырса ларнӑ.
Аннапа Каиафа ун чухне аслӑ священниксем пулнӑ. Ҫавӑн чух Захария ывӑлне, Иоана, пуш хирте Турӑ сӑмахӗ илтӗннӗ.
Аслӑ священниксемпе фарисейсем вара Иисуса тытас тесе ҫапла хушнӑ: «Вӑл ӑҫтине пӗлекенсен тӳрех пире систермелле».
Анна вара Иисуса, ҫыхнӑскере, Каиафа ятлӑ аслӑ священник патне илсе кайма хушнӑ.
Ирпе ирех иудейсем Иисуса Каиафа патӗнчен преторине илсе пынӑ. Ирсӗрленес мар тесе вӗсем преторине кӗмен, мӗншӗн тесен хӑйсен йӑлипе каҫхине пасха апачӗ ҫимелле пулнӑ.