Вӑл тата ҫӑкӑр илсе Турра тав тунӑ та, вӗренекенӗсене хуҫа-хуҫа парса, каланӑ: «Ҫакӑ – сирӗншӗн паракан Манӑн Ӳтӗм. Малашне те Мана аса илсе ҫак йӑлана тӑвӑр».
Анчах та Адам ҫылӑха кӗнине Турӑ ырӑлӑхӗ панипе танлаштарма та ҫук. Мӗншӗн тесен пӗри ҫылӑха кӗни этемлӗхе вилмелле тунӑ. Турӑ Хӑйӗн ырӑлӑхӗпе пӗр Ҫын ырӑлӑхӗ урлӑ, Иисус Христос урлӑ, пани вара – этемлӗхе ҫӑлмашкӑн та ытлашшипех.
Каҫхи апат хыҫҫӑн, ҫавнашкалах, Вӑл курка илнӗ те ҫапла каланӑ: «Ҫак курка – Манӑн Юнӑмпа ҫирӗплетнӗ Ҫӗнӗ Халал. Ӑна ӗҫнӗ чух кирек хӑҫан та Мана аса илсе ҫак йӑлана тӑвӑр».
Ҫавнашкалах Христос та, нумай ҫыннӑн ҫылӑхне илсе каяс тесе, Хӑйне пӗрре Турра парнелӗхе кӳнӗ. Иккӗмӗш хут килнӗ чухне Вӑл пире ҫылӑхран хӑтарма мар, Хӑйне кӗтекенсене ҫӑлас тесе килӗ.