27 Унтан хӗрлӗ эрех курки илнӗ те Турра тав тунӑ, куркана вӗсене парса: «Пурте ӗҫӗр ҫакӑнтан,
Унтан ҫав ҫичӗ ҫӑкӑрпа пулла илсе Турра тав тунӑ та вӗренекенӗсене хуҫа-хуҫа тыттарнӑ, вӗренекенӗсем халӑха валеҫсе панӑ.
Вӗсем каҫхи апат ҫинӗ чухне Иисус ҫӑкӑр илсе Турра тав тунӑ та вӗренекенӗсене хуҫа-хуҫа парса: «Илӗр, ҫийӗр, ҫакӑ – Манӑн Ӳтӗм», – тенӗ.
ҫак хӗрлӗ эрех – Ҫӗнӗ Халала ҫирӗплетекен Манӑн Юнӑм, нумайӑшӗн ҫылӑхне каҫармашкӑн юхакан Юн.
Каҫхи апат хыҫҫӑн, ҫавнашкалах, Иисус курка илсе каланӑ: «Ҫак курка – сирӗншӗн юхакан Юнӑмпа ҫирӗплетнӗ Ҫӗнӗ Халал.
Эпир пиллӗх куркинчен пиллесе ӗҫни Христос Юнӗпе хутшӑнни пулмасть-и вара? Хамӑр хуҫса ҫиекен ҫӑкӑра ҫини Христос Ӳчӗпе пӗрлешни пулмасть-и вара?
Малтан ҫын хӑйне хӑй тӗрӗслесе пӑхтӑр, унтан тин ҫав ҫӑкӑра ҫитӗр, ҫав куркана ӗҫтӗр.