26 Вӗсем каҫхи апат ҫинӗ чухне Иисус ҫӑкӑр илсе Турра тав тунӑ та вӗренекенӗсене хуҫа-хуҫа парса: «Илӗр, ҫийӗр, ҫакӑ – Манӑн Ӳтӗм», – тенӗ.
Унтан Вӑл халӑха ҫерем ҫине ларма хушнӑ, Хӑй пилӗк ҫӑкӑрпа икӗ пулла илсе ҫӳлелле пӑхнӑ та Турра тав тунӑ. Вара Иисус ҫӑкӑрсене хуҫа-хуҫа вӗренекенӗсене тыттарнӑ, лешсем ҫӑкӑр татӑкӗсене халӑха валеҫсе панӑ.
Унтан хӗрлӗ эрех курки илнӗ те Турра тав тунӑ, куркана вӗсене парса: «Пурте ӗҫӗр ҫакӑнтан,
Унтан Иисус пилӗк ҫӑкӑрпа икӗ пулла илсе ҫӳлелле пӑхнӑ та Турра тав тунӑ. Ҫӑкӑрсене Вӑл халӑха валеҫмешкӗн вӗренекенӗсене хуҫа-хуҫа панӑ; икӗ пуллине те ҫавнашкалах валеҫнӗ.
Вара Иисус курка илсе Турра тав тунӑ та каланӑ: «Ҫакна илӗр те кашниех ӗҫсе парӑр.
Ҫиме ларсан Вӑл ҫӑкӑр илсе пилленӗ те вӗренекенӗсене хуҫа-хуҫа панӑ.
Пӗр шухӑш-кӑмӑллӑ пулса вӗсем кулленех Турӑ Ҫуртне пуҫтарӑннӑ. Килӗсенче, ҫӑкӑр хуҫса валеҫнӗ чухне, савӑнӑҫлӑн та йӑваш кӑмӑллӑн апатланнӑ.
Эрнен малтанхи кунӗнче эпир пурте ҫӑкӑр хуҫса ҫимелли йӑлана тума пухӑнтӑмӑр. Тепӗр куннех ҫула тухма шут тытнӑран Павел вӗренекенсемпе ҫур ҫӗрчченех калаҫрӗ.
Вӗсем пурте чун-чӗмӗн пӗр ӗҫмине ӗҫнӗ: ту чулӗнчен ҫӑлкуҫ тапса тӑнӑ, чун-чӗм чулӗ вӗсемпе пӗрлех пынӑ. Ҫав чул вӑл Христос пулнӑ.