25 «Равви! Эпӗ мар пулӗ те?» – ыйтнӑ ҫавӑн чухне ӑна тытса пама килӗшнӗ Иуда. «Эсӗ хӑвах ҫапла каларӑн», – тенӗ ӑна Иисус.
халӑх йышлӑ ҫӗрте хӑйсене саламланине тата ҫынсем хӑйсене: „Вӗрентекен! Вӗрентекен!“ – тесе чӗннине килӗштереҫҫӗ.
Эсир вара хӑвӑра „вӗрентекен“ тесе ан калаттарӑр, мӗншӗн тесен сирӗн Вӗрентекенӗр пӗрре – Христос, хӑвӑр хушшӑрта вара эсир пурте тӑвансем.
Ҫавӑн чухне Вун иккӗшӗнчен пӗри, Иуда Искариот ятли, аслӑ священниксем патне кайнӑ.
Вӑл ҫавӑнтах Иисус патне пынӑ та: «Сывлӑх сунатӑп, Равви!» – тесе Ӑна чуптунӑ.
«Эсӗ хӑвах ҫапла каларӑн, – тенӗ ӑна Иисус. – Эпӗ сире унтан та ытларах калатӑп: паянтан пуҫласа, малашлӑхра, эсир Этем Ывӑлӗ, Хӑватлин сылтӑм енче ларса, тӳпери пӗлӗтсем ҫинче килнине курӑр».
Ҫав вӑхӑтра Иисуса Пилат патне илсе пынӑ. «Эсӗ Иудея Патши-и?» – тесе ыйтнӑ Унран пуҫлӑх. «Эсӗ ху ҫапла тесе каларӑн», – тавӑрнӑ Иисус.
Вара пурте: «Апла Эсӗ – Турӑ Ывӑлӗ-и?» – тесе ыйтма пуҫланӑ. Иисус хуравланӑ: «Вӑл Эпӗ тесе эсир каларӑр».
«Эппин Эсӗ Патшах-и?» – тенӗ Ӑна Пилат. «Эпӗ Патша тесе эсӗ каларӑн, – тавӑрнӑ Иисус. – Эпӗ чӑнлӑх ҫинчен каласа пӗлтерме ҫуралнӑ, ҫавӑншӑн тӗнчене килнӗ. Чӑнлӑхлӑ кашни ҫын Ман сасса итлет».
Ҫав вӑхӑтра вӗренекенӗсем Ӑна: «Равви! Ҫисемччӗ», – тесе тархасланӑ.