23 «Манпа пӗр чашӑкран ҫиекенех Мана сутӗ, – тавӑрнӑ вара Иисус.
Вӗренекенӗсем хуйха ӳкнӗ, вара кашниех Ӑна: «Хуҫамӑр, эпӗ мар пулӗ те?» – тенӗ.
Акӑ ӗнтӗ Мана сутакан та Манпа пӗрле ҫак сӗтел хушшинчех ларать.
Сирӗн ҫинчен пурин пирки те каламастӑп. Хам суйласа илнисене Эпӗ пӗлетӗп. Ҫырнинче „Манпа пӗрле ҫӑкӑр ҫиекенех Мана хирӗҫ тӑчӗ“ тесе калани пурнӑҫлантӑр ӗнтӗ.