Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Матфей 26:18 - Синодальный НЗ

18 Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене хулана пӗр ҫын патне кайма, ӑна Хӑйӗн сӑмахӗсене калама хушнӑ: «Манӑн вӑхӑтӑм ҫывхарчӗ, сан патӑнта Хамӑн вӗренекенӗмсемпе пасха уявне тӑвас тетӗп».

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Матфей 26:18
18 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Кам та пулин сире: „Мӗн хӑтланатӑр?“ – тесен, эсир ашаксем Хуҫамӑра кирлӗ тесе тавӑрӑр, вара сире вӗсене тӳрех парса ярӗҫ».


Хӑвӑра „ӑс паракан“ тесе те ан калӑр, мӗншӗн тесен сирӗн пӗртен-пӗр Ӑс Паракан – Христос.


Эсир вара хӑвӑра „вӗрентекен“ тесе ан калаттарӑр, мӗншӗн тесен сирӗн Вӗрентекенӗр пӗрре – Христос, хӑвӑр хушшӑрта вара эсир пурте тӑвансем.


Вӗренекенӗсем Иисус хушнӑ пек тунӑ, пасха апачӗ хатӗрлесе хунӑ.


«Тепӗр икӗ кунран пасха уявӗ ҫитессе эсир пӗлетӗр. Ҫавӑн чухне Этем Ывӑлне пӑталама тытса парӗҫ».


Вӑл ҫавӑнтах Иисус патне пынӑ та: «Сывлӑх сунатӑп, Равви!» – тесе Ӑна чуптунӑ.


Иисус ҫак сӑмахсене каланӑ вӑхӑтрах синагога пуҫлӑхӗн килӗнчен пынӑ та ҫапла каланӑ: «Хӗрӳ вилсе кайрӗ ӗнтӗ. Вӗрентекене мӗншӗн чӑрмантаратӑн тата?»


Эпӗ кашни кун сирӗнпе пӗрле Турӑ Ҫуртӗнче пултӑм, эсир ун чух Мана тӗкӗнмерӗр. Халӗ ӗнтӗ тӗттӗмлӗх хуҫаланать, ку – сирӗн вӑхӑтӑр».


Ҫакна каласан Марфа кайнӑ та хӑйӗн йӑмӑкне Марияна вӑрттӑн чӗнсе илсе каланӑ: «Вӗрентекен кунта, Вӑл сана чӗнет».


Иисус вӗсене хирӗҫ ҫапла каланӑ: «Этем Ывӑлӗ мухтава тухас вӑхӑт ҫитрӗ.


Пасха уявӗ ҫывхарса килнӗ. Ку тӗнчерен Ашшӗ патне каяс вӑхӑчӗ ҫитсе пынине Иисус пӗлнӗ. Ку тӗнчери Хӑй хыҫҫӑн пыракансене Вӑл савнӑ, каяс умӗн вара Хӑйӗн тулли юратулӑхне пытарас темен.


Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн Иисус ҫӳлелле пӑхнӑ та ҫапла каланӑ: «Эй, Аттем! Вӑхӑт ҫитрӗ ӗнтӗ: Хӑвӑн Ывӑлу Сана мухтава кӑлартӑр тесе Ывӑлна мухтава кӑлар.


«Мария!» – тенӗ ӑна Иисус. Мария ҫавӑрӑнса пӑхнӑ та: «Раввуни!» – тесе кӑшкӑрса янӑ. Ҫакӑ: «Вӗрентекен!» тенине пӗлтерет.


Вӗсем вара Иисуса тытасшӑн пулнӑ. Ҫапах никам та Ун ҫине алӑ ҫӗклеймен, мӗншӗн тесен Унӑн вӑхӑчӗ ҫитеймен пулнӑ-ха.


«Манӑн вӑхӑтӑм ҫитеймен-ха, – тавӑрнӑ вӗсене Иисус, – сирӗншӗн вара яланах майлӑ вӑхӑт.


Эсир ҫак уява кайӑрах. Эпӗ хальлӗхе тӑхтам, мӗншӗн тесен Манӑн вӑхӑтӑм ҫитеймен-ха».


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ