Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Матфей 26:14 - Синодальный НЗ

14 Ҫавӑн чухне Вун иккӗшӗнчен пӗри, Иуда Искариот ятли, аслӑ священниксем патне кайнӑ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Матфей 26:14
14 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Симон Кананит тата Иуда Искариот. Ҫакӑ вара Ӑна сутаканни пулнӑ.


«Равви! Эпӗ мар пулӗ те?» – ыйтнӑ ҫавӑн чухне ӑна тытса пама килӗшнӗ Иуда. «Эсӗ хӑвах ҫапла каларӑн», – тенӗ ӑна Иисус.


Вӑл ҫапла каласа тӑнӑ вӑхӑтрах Вун иккӗшӗнчен пӗри, Иуда, тата унпа пӗрле хӗҫсемпе шалҫасем йӑтнӑ темӗн чухлӗ халӑх пырса ҫитнӗ. Вӗсене аслӑ священниксемпе халӑх хушшинчи ятлӑ-сумлӑ ҫынсем янӑ пулнӑ.


Иисуса сутнӑ Иуда, Ӑна вӗлерме йышӑннине пӗлсен, ӳкӗннипе вӑтӑр кӗмӗл укҫине аслӑ священниксемпе ятлӑ-сумлӑ ҫынсене тавӑрса панӑ.


Вӗренекенӗсенчен пӗри, кайран Иисуса тытса панӑ Иуда Искариот, Симон ывӑлӗ, ҫавӑнта пулнӑ. Вӑл ҫапла каланӑ:


Каҫхине Иисуспа вӗренекенӗсем апат ҫиме ларнӑ. Ҫавӑн чухне шуйттан Симон ывӑлӗн Иуда Искариотӑн чӗрине Иисуса сутас шухӑш кӗртнӗ.


«Ҫӑкӑр татӑкне кама пуҫса парӑп, ҫавӑ», – тавӑрнӑ Иисус. Унтан Вӑл ҫӑкӑр татӑкне пуҫса Симон ывӑлне Иуда Искариота панӑ.


Ҫӑкӑр татӑкне илсенех Иуда тӑрса тухса кайнӑ. Вӑхӑчӗ ӗнтӗ ҫӗрлене кайнӑ.


Иисус унта Хӑйӗн вӗренекенӗсемпе час-часах ҫӳрекеленӗ, ҫавӑнпа вӑл вырӑн пирки Ӑна тытса паракан Иуда та пӗлнӗ.


Анчах та таса мар ӗҫшӗн илнӗ укҫипе Иуда пӗр ана ҫӗр туянчӗ. Унӑн виллине те, питӗ хытӑ ӳкнипе вар-хырӑмӗ ҫурӑлса, ӑш-чикки тухса кайнӑскере, ҫав ана ҫинчех тупнӑ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ