13 Чӑн калатӑп сире: ҫак Ырӑ Хыпара пӗтӗм тӗнчипех ӳкӗтлесе вӗрентсен те, пур ҫӗрте те, ҫак хӗрарӑм ятне асӑнсан, вӑл мӗн туни ҫинчен те калаҫӗҫ».
Вара мӗн пур халӑхсене пӗлтермешкӗн пӗтӗм тӗнчипех Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ҫак Ырӑ Хыпара сарӗҫ. Пӗтес вӑхӑт ҫавӑн чухне ҫитӗ».
Ӗнтӗ кайӑр та Ашшӗн, Ывӑлӗн, Святой Сывлӑшӑн ячӗпе шыва кӗртсе мӗн пур халӑхсене ӳкӗтлесе вӗрентӗр.
Анчах та малтан пур халӑхсем хушшинче те Ырӑ Хыпар сарӑлса ҫитмелле.
Чӑн калатӑп сире: ҫак Ырӑ Хыпара ӑҫта вӗрентӗҫ, ҫавӑнта – пӗтӗм тӗнчипех – ку хӗрарӑма та аса илӗҫ, вӑл мӗн туни ҫинчен те калаҫӗҫ».
Унтан Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Кайӑр та пӗтӗм тӗнчипех пурне те Ырӑ Хыпар вӗрентсе ҫӳрӗр.
Иерусалимран пуҫласа мӗн пур халӑхсене ӳкӗнме, ҫылӑх каҫарттарма Ун ячӗпе ӳкӗтлесе вӗрентмелле.
Ӑна курсан Корнилий хӑраса каланӑ: «Мӗн-ши, ырӑ ҫыннӑм?» Ангел ӑна каланӑ: «Турӑ санӑн кӗллӳне те, эсӗ чухӑнсене пулӑшнине те асӑрхарӗ.
«Турӑ сӑмахне вӗсем илтмен-им?» – тесе ыйтатӑп эпӗ. Паллах, илтнӗ. Ҫырнинче каланӑ пек: «Вӗсен, вӗрентекенсен, сасси пӗтӗм тӗнчене сарӑлнӑ, вӗсен сӑмахӗ тӗнче хӗрринех ҫитнӗ».
Ҫакӑ вӑл тӗрлӗрен паллӑсемпе тӗлӗнмелле ӗҫсен хӑвачӗпе, Турӑ Сывлӑшӗн хӑвачӗпе пулса пырать. Ҫапла майпа эпӗ Христосӑн Ырӑ Хыпарне Иерусалимпа унӑн таврашӗнчен пуҫласа Иллирик таран сарма пултартӑм.
Хӑйне хӑй ырлакан ҫын мухтавлӑ мар, Хуҫа Турӑ ырлакан ҫын мухтавлӑ.
Турӑ умне ҫапла тӑрас тесен сирӗн, паллах, ҫирӗп те иккӗленӳсӗр ӗненмелле, Ырӑ Хыпар паракан шанчӑка ҫухатмалла мар. Эсир Ырӑ Хыпара илтнӗ, ӑна ҫӗр ҫинче пурӑнакансене пурне те пӗлтернӗ. Эпӗ те, Павел, Ырӑ Хыпар тарҫи пулса тӑтӑм.
Мӗн пур ҫынсене ҫылӑхран тӳлесе илес тесе, Вӑл Хӑйӗн пурӑнӑҫне панӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче ҫапла ҫирӗплетсе пӗлтернине
Турӑ вӑл тӗрӗслӗхлӗ, ҫавӑнпа сирӗн ӗҫӗрсене те, Хӑйӗн сӑваплӑ халӑхне Унӑн ячӗпе пулӑшса юратулӑхӑра кӑтартнине те манмасть.
Унтан эпӗ ҫӳл тӳпере вӗҫсе иртекен тепӗр ангела куртӑм. Ҫӗр ҫинче пурӑнакан тӗрлӗ чӗлхеллӗ йӑх-ӑрӑва, халӑха пӗлтермешкӗн ҫав ангелӑн ӗмӗрлӗх Ырӑ Хыпар пурччӗ.