11 Чухӑнсем сирӗн яланах пулӗҫ, Эпӗ сирӗнпе яланах пулас ҫук.
Мӗншӗн тесен Ман ятӑмпа иккӗн е виҫҫӗн пухӑннӑ ҫӗрте Эпӗ те вӗсемпе пулатӑп».
Анчах та Иисус, вӗсем кӑмӑлсӑррине асӑрхасан, ҫапла каланӑ: «Мӗншӗн эсир хӗрарӑма пӑшӑрхантаратӑр? Вӑл Маншӑн ырӑ ӗҫ турӗ.
Вӗсене Эпӗ сире каланӑ пил-хушусене тытса пурӑнма вӗрентӗр. Эпӗ тӗнче пӗтичченех куллен сирӗнпе пулӑп». Аминь.
Чухӑнсем сирӗн яланах пулӗҫ, эсир вӗсене хӑҫан ырӑ тӑвас тетӗр, ҫавӑн чухне пулӑшма пултаратӑр. Эпӗ вара сирӗнпе яланах пулас ҫук.
Чухӑнсем сирӗн яланах пулӗҫ, Эпӗ яланах пулас ҫук».
Ачамсем! Манӑн сирӗнпе пуласси нумай мар. Кайран эсир Мана шырама пуҫлӑр. Иудейсене каланинех халӗ сире калатӑп: „Эпӗ каяс ҫӗре эсир ҫитеймӗр“.
Тӗнче Мана курми пуласси нумаях юлмарӗ. Эсир вара Мана яланах курса тӑракансем пулӑр; мӗншӗн тесен Эпӗ пурӑнатӑп, эсир те пурӑнӑр.
Эпӗ, Аттем патӗнчен тухса, тӗнчене килтӗм. Халӗ вара, тӗнчене хӑварса, каллех Аттем патне каятӑп».
«Халӗ ӗнтӗ Эпӗ Хама кунта Яракан патне каятӑп. Анчах сирӗнтен пӗри те: „Ӑҫта каятӑн?“ – тесе ыйтмасть.
Эпӗ ӗнтӗ тӗнчере мар, вӗсем вара тӗнчерех-ха. Эпӗ Сан патна пыма тухатӑп. Эй, Святой Аттем! Вӗсем те Пирӗн пекех пӗр пулччӑр тесе Эсӗ Мана панӑ Хӑвӑн ятупа вӗсене упрасамччӗ.
Хальлӗхе, Турӑ Хӑйӗн авалхи мӗн пур сӑваплӑ пророкӗсем урлӑ калани пӗтӗмпех пурнӑҫланас вӑхӑтчен, Иисусӑн тӳперех пулмалла.
Пире вӗсем чухӑнсене пулӑшса тӑма кӑна хушрӗҫ, эпӗ ҫавна пурнӑҫласа пыма тӑрӑшрӑм та.
Ҫак тӗнчере ҫителӗклӗ пурӑнакан ҫын тертленекен тӑванне хӗрхенмест пулсан, унра епле Турӑ юратулӑхӗ пулайтӑр?