Сирӗн Турра тивӗҫлӗ, пур тӗлӗшрен те Ӑна юрӑхлӑ пурӑнмалла пултӑрччӗ тесе кӗлтӑватпӑр. Кирек епле ырӑ ӗҫӗр те тухӑҫлӑ пултӑрччӗ, Турра пӗлесси ӳссех пытӑрччӗ.
Ытти халӑхсем хушшинче ырӑ туса пурӑнӑр, вӗсемшӗн тӗслӗх пулӑр. Вара вӗсем, халӗ сире усал тӑвакансем тесе хурлаҫҫӗ пулин те, сирӗн ырӑ ӗҫӗрсене курса, Турӑ килнӗ кун Ӑна мухтаччӑр.