5 Кӗрӳ каччӑ час пырайманран хӗрсем ыйхӑласа ҫывӑрсах кайнӑ.
Енчен те ҫав чура усал пулсан, хӑй ӑшӗнче: „Хуҫам халех килмӗ-ха“, – тесе,
Чылай вӑхӑт иртсен хуҫи тавӑрӑннӑ та чурасем укҫапа мӗн тунине тӗрӗсле пуҫланӑ.
Ӑслисем вара ҫутаткӑҫӗсене те, ҫунтармалли ҫу кӑкшӑмӗсене те илнӗ.
Ҫӗр варринче кӑшкӑрни илтӗнсе кайнӑ: „Кӗрӳ килет, хирӗҫ тухӑр!“
Ҫавӑн хыҫҫӑн Вӑл вӗренекенӗсем патне пынӑ та лешсем ҫывӑрнине курнӑ. «Манпа пӗрле эсир пӗр сехет те пулин ҫывӑрмасӑр тӳсеймерӗр-и? – тенӗ вӑл Петра.
Вӗренекенӗсем патне тавӑрӑнсан Вӑл каллех вӗсем ҫывӑрнӑ тӗле пулнӑ. Вӗсене ыйхӑ пуссах ҫитернӗ.
Ҫав хушӑра унти халӑх Захария тухасса кӗтсе тӑнӑ, вӑл Турӑ Ҫуртӗнче вӑрах тӑнинчен тӗлӗннӗ.
Калӑпӑр, ҫав чура хӑй ӑшӗнче: „Хуҫам халех килмӗ-ха“, – тесе, арҫын тарҫисене те, хӗрарӑм тарҫисене те хӗнеме пуҫлӗ, ӗҫсе-ҫисе ӳсӗрӗлсе ҫӳрӗ.
Калатӑп сире: Вӑл часах вӗсен хутне кӗрӗ. Анчах та Этем Ывӑлӗ килсен ҫӗр ҫинче ӗненӳ тупайӗ-ши?»
Кайран Иисус халӑха ҫакӑн пек ытарлӑх каласа панӑ: «Пӗр ҫын иҫӗм ҫырли лартса пахча тунӑ та ӑна тара тытнӑ пахчаҫӑсене парса хӑварса хӑй нумайлӑха тухса кайнӑ.
Эсир те ҫапла пурӑнӑр. Эпир халӗ мӗнле вӑхӑтра пурӑннине пӗлетӗр. Пирӗн ыйхӑран вӑранас вӑхӑт ҫитрӗ. Халӗ пирӗншӗн ҫӑлӑнӑҫ хамӑр ӗненме пуҫланӑ чухнехинчен ҫывӑхрах.
Ҫавӑнпа та каланӑ ӗнтӗ: «Эй, чунна ҫывратса янӑскер, вӑран та вилӗмрен чӗрӗлсе тӑр, вара сана Христос ҫути ҫутатӗ».
Ӑслӑ-тӑнлӑ та сыхӑ пулӑр: сирӗн тӑшман, шуйттан, арӑслан пек хӑрлатса, кама хыпса ҫӑтмаллине шыраса ҫӳрет.
Эпӗ пыриччен вара эсир халиччен мӗне тытса пынӑ, ҫавнах тытса пурӑнӑр.