«Эпӗ ӗҫес асап куркине сире те ӗҫме лекӗ, Эпӗ кӗрес асап шывӗпе сире те тӗне кӗме тивӗ, анчах Хамран сылтӑм енне те, сулахай енне те лартаканӗ Эпӗ мар. Аттем вӑл вырӑнсене кам валли хатӗрленӗ, ҫавсем ларӗҫ».
Кам ҫак ансат пил-хушусенчен пӗрне те пулин пӑсать, ҫынсене те ҫаплах тума вӗрентет, ҫавна Ҫӳлти Патшалӑхра кӗҫӗнни тейӗҫ. Кам пил-хушусене пурнӑҫлать, ҫынсене те ҫаплах тума вӗрентет, ҫавна Ҫӳлти Патшалӑхра асли тейӗҫ.
Иисус ҫула кайма тухнӑ чухне пӗр ҫын чупса пынӑ та Ун умне чӗркуҫленсе ларса Унран ҫапла ыйтнӑ: «Ырӑ Вӗрентекен! Ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулас тесен манӑн мӗн тумалла-ши?»
Енчен те эпир Турӑ ачисем пулсассӑн, эппин Христос пекех Туррӑн еткерне илме тивӗҫлисем пулатпӑр. Унӑн мухтавне те пӗрлех пайламашкӑн вара пирӗн Христос асапӗсене те Унпа пӗрле тӳссе ирттермелле.
Тӳрӗ мар ҫынсем Турӑ Патшалӑхне кӗреймессе пӗлместӗр-им? Ан улталанӑр: аскӑнсем те, кӗлеткесене пуҫҫапакансем те, пӗр-пӗрне улталакан мӑшӑрсем те, арҫынпа асакан арҫынсем те,
курайманлӑх, ҫынна вӗлерни, ӗҫке ерни, ӳсӗрле хӑтланкаларӑшсем тата ҫавнашкал тем те пӗр. Эпӗ сире малтан та асӑрхаттарнӑччӗ, халӗ татах калам: ҫавӑн пек пурӑнакансем Турӑ Патшалӑхӗн еткерне илеймӗҫ.
Халӗ ман валли ҫӗнтерӳҫӗн тӳрӗлӗх пуҫ кӑшӑлне хатӗрлеҫҫӗ. Ҫав юлашки кун ҫитсен тӳрӗ суд тӑвакан Хуҫамӑр мана ӑна тӑхӑнтартӗ. Пуҫ кӑшӑлне Вӑл мана кӑна мар, Хӑй тепре килессе савӑнса кӗтекенсене пурне те парӗ.
Анчах та вӗсем лайӑхрах ҫӗр-шывалла, тӳпери ҫӗр-шывалла ӑнтӑлнӑ. Ҫавӑнпа Турӑ Хӑйне вӗсен Турри тесе калама вӑтанмасть, мӗншӗн тесен Турӑ вӗсем валли хула хатӗрлесе хунӑ.
Апла мар пулсан, тӗнчене пултарнӑранпа Унӑн нумай-нумай хутчен асапланмаллаччӗ. Вӑл вара тӗнче пӗтмӗшӗнче, Хӑйне Хӑй Турра пӗр хут парнелӗхе кӳрсе, ҫылӑха пӗтермешкӗн килнӗ.
Ҫак эсӗ курнӑ тискер кайӑк чӗрӗччӗ, халӗ вӑл вилӗ. Анчах та вӑл тӗпсӗрлӗхрен каллех чӗрӗлсе тухӗ те тӗп пулӗ. Ҫӗр ҫинче пурӑнакансенчен камсен ятне тӗнче пуҫланнӑранпах пурӑнӑҫ кӗнекине ҫырса хуман, ҫавсем тискер кайӑка курсан тӗлӗнӗҫ. Мӗншӗн тесен вӑл чӗрӗччӗ, халӗ вилӗ, унтан каллех чӗрӗлсе тухӗ.