32 Ун умне вара пур халӑхсем те пухӑнӗҫ. Вӑл вӗсене, кӗтӳҫӗ сурӑхсене качакасенчен уйӑрнӑ пек, уйӑрӗ.
Тӗнче пӗтмӗшӗнче те ҫаплах пулӗ: ангелсем килӗҫ те усаллисене сӑваплисенчен суйласа илӗҫ.
Ӗнтӗ кайӑр та Ашшӗн, Ывӑлӗн, Святой Сывлӑшӑн ячӗпе шыва кӗртсе мӗн пур халӑхсене ӳкӗтлесе вӗрентӗр.
Кӗреҫи те Унӑн Хӑйӗн аллинчех. Вӑл йӗтемӗнчи туллине сӑвӑрса тасатӗ те ӑна Хӑйӗн кӗлетне пухса хурӗ, арпи-улӑмне вара сӳнми вутра ҫунтарса ярӗ».
Эпӗ – ырӑ кӗтӳҫӗ. Эпӗ Хам сурӑхӑмсене пӗлетӗп, вӗсем те Мана пӗлеҫҫӗ.
Ман сурӑхсем сассӑма итлеҫҫӗ. Эпӗ те вӗсене пӗлетӗп. Вӗсем Ман хыҫӑмран пыраҫҫӗ.
Моисей саккунне пӗлмен халӑх ҫыннисен, ҫылӑха кӗрсессӗн, саккун тулашӗнчех пӗтмелле пулӗ. Моисей саккунне пӗлекенсен вара, ҫылӑха кӗрсессӗн, саккунпа айӑпланмалла пулӗ.
Кама мӗн тавӑрса парасси вара, эпӗ вӗрентекен Ырӑ Хыпар тӑрӑх, суд кунӗнче палӑрӗ. Ун чухне Турӑ Иисус Христос урлӑ ҫынсен вӑрттӑн ӗҫӗсене суд тӑвӗ.
Ҫавӑнпа та вӑхӑчӗ ҫитиччен, Хуҫамӑр тепре киличчен никама та айӑпласа ан калаҫӑр. Вӑл килӗ те тӗттӗмре палӑрманнине ҫутта кӑларӗ, вӑрттӑн шухӑшсене те палӑрмалла тӑвӗ. Ҫавӑн чухне вара кашниех Турӑран хӑйне тивӗҫ мухтавне илӗ.
Мӗншӗн тесен пирӗн пурин те Христос сучӗ умне тӑмалла, ӳт-пӳлӗх хӳшшинче пурӑннӑ чухне мӗн тунине кура – ырӑ е усал тунине кура – тивӗҫлине илмелле.