2 Вӗсенчен пиллӗкӗшӗ ӑслӑ пулнӑ, пиллӗкӗшӗ – айван.
«Акӑ Эпӗ сире кашкӑрсем хушшине сурӑхсене янӑ пек яратӑп. Ӗнтӗ эсир ҫӗлен пек вичкӗн ӑслӑ, кӑвакарчӑн пек йӑваш пулӑр.
«Кам шанчӑклӑ та ӑслӑ чура? Калӑпӑр, хуҫи хӑйӗн ытти тарҫисене пӑхса тӑма, вӑхӑтра апат ҫитерме пӗр чурине уйӑрса лартнӑ.
Айваннисем ҫутаткӑҫӗсене илнӗ, анчах ҫунтармалли ҫуне илмен.
Ӑслисем вара ҫутаткӑҫӗсене те, ҫунтармалли ҫу кӑкшӑмӗсене те илнӗ.
Анчах та ӑслисем ҫапла тавӑрса каланӑ: „Парсассӑн ҫӑвӗ сире те, хамӑра та ҫитеймӗ. Ҫу сутакан патне кайӑр та хӑвӑр валли туянӑр“.
Вӗсем хамӑр хушшӑмӑртанах тухрӗҫ, анчах вӗсем нихӑҫан та пирӗннисем пулман: вӗсем пирӗннисем пулсассӑн, пирӗнпех юлӗччӗҫ. Анчах вӗсем пирӗн йышран тухрӗҫ, ҫапла майпа вӗсем пуртех те пирӗннисем марри палӑрчӗ.
Ҫакна эсир пӗлетӗр пулин те, татах асилтерес тетӗп: Хуҫа Турӑ Хӑйӗн халӑхне Египет ҫӗрӗнчен илсе тухса ҫӑлса хӑварнӑ, анчах та ӗненес теменнисене кайран пӗтернӗ.