17 Ҫавнашкалах, икӗ талант илни те тата икӗ талант тунӑ.
Вӑхӑта хаклама пӗлӗр, мӗншӗн тесен саманисем пит усал.
Сирӗнтен кашнинех Турӑ пултарулӑх панӑ. Эппин, пӗр-пӗриншӗн тӑрӑшса, Туррӑн тӗрлӗ ырӑлӑхӗпе лайӑх хуҫа пек усӑ курӑр.
Ҫав тӑлӑх арӑмсен ырӑ ӗҫӗсемпе палӑрмалла: ачисене пӑхса ӳстермелле, ӗненекен ҫул ҫӳренсемпе тарават пулмалла, ӗненекен тӑвансен урисене ҫуса ямалла, инкеке лекнисене пулӑшмалла, кирек епле ырӑ ӗҫе те тӑрӑшса тумалла.
Архипа ҫакна калӑр: «Асту, Хуҫа Турӑ сана Хӑйшӗн ӗҫлесе тӑма суйласа илнӗ, ҫав ӗҫе лайӑх ту».
Пулӑшма тӑрӑшни пулсассӑн, Турӑ ӑна камӑн мӗн ҫуккине кура мар, камӑн мӗн пуррине кура йышӑнӗ.
Вӑл хӑй те, унӑн кил-йышӗ те Турра хисеплесе, Турӑран хӑраса пурӑннӑ. Корнилий халӑхшӑн нумай ырӑ ӗҫ тунӑ, тӑтӑшах Турра кӗлтунӑ.
Пилӗк талант илни укҫине ӗҫе хывнӑ та татах пилӗк талант тупӑш тунӑ.
Пӗр талант илни вара кайнӑ та хуҫи панӑ кӗмӗл укҫана ҫӗре чавса пытарнӑ.