16 Пилӗк талант илни укҫине ӗҫе хывнӑ та татах пилӗк талант тупӑш тунӑ.
Хайхискер парӑм укҫи шутла пуҫласан, ун патне вунӑ пин талант парӑмлӑ пӗр ҫынна илсе пынӑ.
Ҫавнашкалах, икӗ талант илни те тата икӗ талант тунӑ.
Вӑл вунӑ чурине чӗннӗ те кашнинех пӗрер мина укҫа парса каланӑ: „Эпӗ тавӑрӑниччен эсир ҫак укҫана ӗҫе хывса тупӑш тӑвӑр“, – тенӗ.
Хӑйӗн ӗмӗрне Турӑ ирӗкне пурнӑҫласа ирттернӗ Давид, вилсен, ашшӗсем патнех масар ҫине кайнӑ, ҫӗрнӗ,
Анчах та Турӑ ырӑлӑхне пула эпӗ хальхи пек пулса тӑтӑм. Ӑшӑмри Унӑн ырӑлӑхӗ усӑсӑр пулмарӗ, эпӗ апостолсенчен пуринчен те ытларах вӑй хурса ӗҫлерӗм. Тепӗр тесен, вӑй хураканӗ эпӗ мар, ӑшӑмри Турӑ ырӑлӑхӗ.
Тертленсе тырӑ-пулӑ ӳстернӗ ҫӗр ӗҫченӗ те хӑйӗн пайне чи малтан илме тивӗҫ.