14 «Ун чухне ак ҫак ытарлӑхра каланӑ пек пулса иртӗ. Пӗр ҫын ют ҫӗр-шыва тухса каяс умӗн чурисене чӗнсе илнӗ те вӗсене хӑйӗн пурлӑхне пӑхса тӑма шанса хӑварнӑ.
«Тата тепӗр ытарлӑх итлесемӗр. Пӗр кил хуҫи пулнӑ. Вӑл иҫӗм ҫырли лартса пахча тунӑ, йӗри-тавра карта тытса ҫавӑрнӑ. Унтан вӑл сӗткен пусса кӑлармалли юхтаркӑч чавнӑ тата хурал пӳрчӗ лартнӑ. Вара пахчине тара тытнӑ пахчаҫӑсене парса хӑварнӑ та хӑй урӑх ҫӗре кайнӑ.
Ун чухне ак ҫак ытарлӑхра каланӑ пек пулӗ. Пӗр ҫын инҫе ҫула кайма пуҫтарӑннӑ. Килтен кайиччен вӑл кашни тарҫинех харпӑр-хӑй ӗҫӗшӗн яваплӑ пулма, хапха хуралҫине сыхӑ пулма хушса хӑварнӑ.
Кайран Иисус халӑха ҫакӑн пек ытарлӑх каласа панӑ: «Пӗр ҫын иҫӗм ҫырли лартса пахча тунӑ та ӑна тара тытнӑ пахчаҫӑсене парса хӑварса хӑй нумайлӑха тухса кайнӑ.