10 Вӗсем ҫу туянма кайсан кӗрӳ каччӑ пырса ҫитнӗ. Вара хатӗр тӑракан пилӗк хӗр унпа пӗрле туй пулас пӳрте кӗнӗ, унтан тарҫӑсем алӑка хупса хунӑ.
«Ҫапла вара, сыхӑ пулӑр, мӗншӗн тесен Хуҫӑр хӑш самантра килессине пӗлместӗр.
Анчах та эсир ҫакна пӗлетӗр: вӑрӑ хӑҫан килессе кил хуҫи пӗлес пулсассӑн ҫав вӑхӑтра вӑл сыхӑ тӑрӗччӗ, хӑй ҫуртне ҫӗмӗрсе кӗме памӗччӗ.
Ҫавӑнпа эсир те хатӗр тӑрӑр, мӗншӗн тесен Этем Ывӑлӗ эсир кӗтмен-туман вӑхӑтра килӗ».
Ҫӗр варринче кӑшкӑрни илтӗнсе кайнӑ: „Кӗрӳ килет, хирӗҫ тухӑр!“
«Мана: „Эй, Хуҫамӑр, эй, Хуҫамӑр!“ – тесе калакан кашни ҫынах Ҫӳлти Патшалӑха кӗреймӗ. Унта Ҫӳлти Аттемӗн ирӗкне пурнӑҫлакан кӑна кӗрӗ.
«Яланах хатӗр пулӑр, сирӗн ҫутаткӑҫсем ҫунса тӑччӑр;
Кил хуҫи тӑрса алӑкне хупсан, эсир тул енче алӑка шаккаса: „Хуҫамӑр! Хуҫамӑр! Уҫса кӗртсем пире“, – тесе йӑлӑнма пуҫлӑр. Анчах Вӑл сире: „Камсем тата ӑҫтан эсир? Эпӗ сире пӗлместӗп“, – тейӗ.
Ҫутӑлӑхри Хӑйӗн еткерне, сӑваплисен еткерне, илмешкӗн пире те пая кӗртнӗшӗн савӑнса Атте Турра тав тӑвар.
Халӗ ман валли ҫӗнтерӳҫӗн тӳрӗлӗх пуҫ кӑшӑлне хатӗрлеҫҫӗ. Ҫав юлашки кун ҫитсен тӳрӗ суд тӑвакан Хуҫамӑр мана ӑна тӑхӑнтартӗ. Пуҫ кӑшӑлне Вӑл мана кӑна мар, Хӑй тепре килессе савӑнса кӗтекенсене пурне те парӗ.
Ҫавӑнпа та, савнӑ тусӑмсем, ӑс-тӑнӑра ҫивӗчлетӗр, сыхӑ пулӑр. Иисус Христос тепре килсессӗн хӑвӑр ырӑлӑх илессе ҫирӗп шанӑр.
Акӑ, Вӑл пӗлӗтсем ҫинче килӗ те, Ӑна пурте, ҫав шутрах Хӑйне пӑталаса сӑнӑпа чикнисем те, курӗҫ. Ҫӗр ҫинчи мӗн пур йӑхсем Унӑн умӗнче татӑлса йӗрӗҫ. Ҫапла пулӗ, аминь.
Ӗнтӗ савӑнса хӗпӗртер те Ӑна мухтар, мӗншӗн тесен Путекӗн туйӗ ҫитрӗ. Ӗнтӗ ҫураҫнӑ хӗрӗ те капӑрланса хатӗрленчӗ.
Ҫакӑн ҫинчен ҫирӗплетсе Пӗлтерекен калать: «Ӗнтӗ часах пырӑп!» Аминь. Килсемччӗ, Иисус Хуҫамӑр!