Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Матфей 24:9 - Синодальный НЗ

9 Ун чухне сире асаплантарма тытса парӗҫ, сире вӗлерӗҫ, Ман ятӑмшӑн сире пӗтӗм тӗнче курайми пулӗ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Матфей 24:9
26 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Теприсем тата хайхи чурасене ярса тытнӑ та мӑшкӑл туса вӗлернӗ.


Ӗнтӗ Эпӗ сирӗн патӑра пророксене, ӑсчахсене, вӗрентекенсене яратӑп. Эсир вӗсенчен хӑшне-пӗрне вӗлерӗр, пӑталӑр; хӑшне-пӗрне хӑвӑр синагогӑсенче чӗн пушӑпа ҫаптарӑр, хуларан хулана тарса ҫӳремеллех хӗсӗрлӗр.


Турӑ ӑслӑлӑхӗ ҫапла каланӑ ӗнтӗ: „Вӗсем патне Эпӗ пророксене, апостолсене ярӑп. Пӗрисене вӗсем вӗлерӗҫ, теприсене хӑваласа ярӗҫ“.


Ҫаксем пурте пуличчен, малтан, Ман ятӑмшӑн сирӗн ҫине алӑ ҫӗклӗҫ, синагогӑсемпе тӗрмесене тытса парса хӗсӗрлӗҫ, пуҫлӑхсемпе патшасем умне илсе пырса тӑратӗҫ.


«Тӗнче сире кураймасть пулсан, вӑл сирӗнтен те маларах Мана курайманнине пӗлсе тӑрӑр.


Ҫавна сире йӑлтах Ман ятӑмшӑн тӑвӗҫ, мӗншӗн тесен тӗнче Мана кунта Яракана пӗлмест.


Сире синагогӑсенчен хӑваласа кӑларӗҫ. Турра юрӑхлӑ ӗҫ тӑватпӑр тесе шухӑшласах сире вӗлерӗҫ. Ҫав вӑхӑт ҫывхарать те ӗнтӗ.


Ӗнтӗ пирӗн ҫак вӗрентӳ пирки эсӗ ху мӗн шухӑшланине пӗлес килет, мӗншӗн тесен вӑл вӗрентӳ пирки таҫта та тавлашнине эпир пӗлетпӗр».


Стефана чулпа пеме пуҫланӑ. «Эй, Иисус Хуҫамӑр! Ман чунӑма йышӑнсам!» – тесе кӗлтунӑ Стефан.


Христианин пулнӑшӑн тӳсетӗр пулсан, ан вӑтанӑр. Вӑтанас вырӑнне, ҫапла шӑпа пӳрнишӗн Турра мухтӑр.


Хӑвна тӳсме лекессинчен нимӗнрен те ан хӑра. Акӑ, сире тӗрӗслесе пӑхас тесе, сирӗнтен хӑшне-пӗрне шуйттан тӗрмене хуптарӗ, унта эсир пӗр вунӑ кун тертленӗр. Вилмелле пулсан та, ӗненӳпех вил, вара Эпӗ сана пурӑнӑҫ пуҫ кӑшӑлне тӑхӑнтартӑп.


Санӑн ӗҫӳсене, эсӗ шуйттанӑн престолӗ ларнӑ вырӑнта пурӑннине пӗлетӗп. Сирӗн патӑрта, шуйттан пурӑнакан ҫӗрте, Ман ҫинчен пӗлтерекен шанчӑклӑ Антипӑна вӗлерчӗҫ. Эсӗ ҫав вӑхӑтра та Ман ятӑма тытса пынине, Мана ӗненме пӑрахманнине пӗлетӗп.


«Ырӑ ҫыннӑм! Ӑна эсӗ хӑвах пӗлетӗн», – терӗм эпӗ. Вара вӑл мана ҫапла каларӗ: «Ку ҫынсем – тӗрӗслев асапӗ витӗр тухнисем. Вӗсем хӑйсен тумтирне Путек Юнӗпе ҫуса тасатнӑ, шуратнӑ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ