8 Ҫапах та ҫаксем пурте – хӗн-хур пуҫламӑшӗ кӑна-ха.
Халӑх ҫине халӑх тапӑнӗ, патшалӑх ҫине патшалӑх вӑрҫӑпа тухӗ, тӗллӗн-тӗллӗн ҫӗр чӗтренӗ, выҫлӑх пуҫланӗ, халӑх пӑлханӗ. Ҫапах та ку – хӗн-хур пуҫламӑшӗ кӑна-ха.
Ҫаксем пурте пуличчен, малтан, Ман ятӑмшӑн сирӗн ҫине алӑ ҫӗклӗҫ, синагогӑсемпе тӗрмесене тытса парса хӗсӗрлӗҫ, пуҫлӑхсемпе патшасем умне илсе пырса тӑратӗҫ.
Ҫынсем «лӑпкӑ та хӑрушсӑр» тенӗ чухне кӗтмен ҫӗртен аркану килет, вӑл ача ҫуратас асап пек килет. Унран никам та тарса хӑтӑлаймӗ.
Эй, эсир, пуянсем! Хӑвӑра кӗтекен инкексемшӗн макӑрӑр, ӳлесе йӗрӗр!