Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Матфей 24:7 - Синодальный НЗ

7 Халӑх ҫине халӑх тапӑнӗ, патшалӑх ҫине патшалӑх вӑрҫӑпа тухӗ; вырӑнӑн-вырӑнӑн выҫлӑх ҫулсем, вӗлерекен чир-чӗрсем, ҫӗр чӗтреннисем пулӗҫ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Матфей 24:7
20 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

вырӑнӑн-вырӑнӑн питӗ хытӑ ҫӗр чӗтреннисем, выҫлӑх ҫулсем тата вӗлерекен чир-чӗрсем пулӗҫ. Тӳпере хӑрушӑ пулӑмсемпе аслӑ паллӑсем курӑнӗҫ.


Вара вӗсенчен пӗри, Агав ятли, тӑнӑ та, Святой Сывлӑш пӗлтернипе, пӗтӗм тӗнчипех питӗ йывӑр выҫлӑх пуласси ҫинчен малтанах каласа хунӑ. Кайран, Клавдий император вӑхӑтӗнче, ҫав выҫлӑх чӑнах та пулнӑ.


Ҫӳл тӳпере хӑватсем кӑтартӑп, аялта ҫӗр ҫинче паллӑсем кӑтартӑп: юн та, вут та пулӗ, тӗтӗм йӑсӑрланӗ.


«Татах» тени кисренменни яланах пулмашкӑн кисренекенни, пултарнӑскер, улшӑнасса пӗлтерет.


Путек улттӑмӗш пичете хӑйпӑтса илсен, ҫакна куртӑм: питӗ вӑйлӑн ҫӗр чӗтренчӗ, хӗвел хуйхӑ тумтирӗ пек хуралчӗ, уйӑх юнланнӑ пек хӗрелчӗ.


Путек виҫҫӗмӗш пичете хӑйпӑтса илсен, виҫҫӗмӗш чӗр чунӗ: «Килсе кур!» – тенине илтрӗм. Вара пӑхрӑм та хура ут куртӑм. Юланутҫи аллине тараса тытнӑ.


Унтан эпӗ тӑватӑ чӗр чун енчен килекен сасса илтрӗм. «Пӗр йӗкӗр ывӑҫ тулӑ пӗр динарий тӑрать, виҫӗ йӗкӗр ывӑҫ урпа та пӗр динарий тӑрать. Йывӑҫ ҫӑвӗпе хӗрлӗ эрехе вара ан тӗкӗн!» – терӗ ҫав сасӑ.


Вара пӑхрӑм та шупка-турӑ ут куртӑм. Юланутҫи Вилӗм ятлӑ, ун хыҫҫӑн ҫӳрекенӗ – Тамӑк. Ҫав юланутҫӑна ҫӗрӗн тӑваттӑмӗш пайне хӗҫпе, выҫлӑхпа, вӗлерекен чир-чӗрпе, ҫӗр ҫинчи тискер кайӑксемпе пӗтерме ирӗк панӑ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ