Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Матфей 24:6 - Синодальный НЗ

6 Тата сирӗн вӑрҫӑсем ҫинчен илтмелле, вӑрҫӑ хыпарӗсем илмелле пулӗ. Астӑвӑр, хӑраса ан ӳкӗр, мӗншӗн тесен ҫавсен пурин те пулмалла, анчах ку пӗтес вӑхӑт мар-ха.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Матфей 24:6
32 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Ҫакна илтсен Ирод патша та, пӗтӗм Иерусалим ҫыннисем те аптӑраса ӳкнӗ.


Вара мӗн пур халӑхсене пӗлтермешкӗн пӗтӗм тӗнчипех Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ҫак Ырӑ Хыпара сарӗҫ. Пӗтес вӑхӑт ҫавӑн чухне ҫитӗ».


Ҫырнинче ҫапла пулмалла тесе калани вара епле пурнӑҫланӗ?»


Чӑтӑмлӑ пулнипе чунӑрсене ҫӑлса хӑварӑр».


Вӑрҫӑсем ҫинчен, халӑх пӑлханни ҫинчен илтсен хӑраса ан ӳкӗр. Ҫавӑ малтан пулмалла, анчах ун хыҫҫӑн та тӳрех вӑхӑт пӗтмӗ-ха».


Мӗншӗн тесен Ҫырнинче: „Ӑна вӑрӑ-хурах шутне кӗртӗҫ“ тесе калани Манпа пурнӑҫланмаллах, ҫакӑ часах пулса иртмелле».


«Сирӗн кӑмӑлӑр ан пӑсӑлтӑр. Турра ӗненӗр, Мана та ӗненӗр.


Эпӗ сире канӑҫлӑх парса хӑваратӑп, Хамӑн канӑҫлӑхӑма сире паратӑп. Анчах та вӑл ҫак тӗнчери канӑҫлӑх мар. Аптӑраса ан ӳкӗр, ан хӑрӑр!


иккӗленме ан васкӑр. Христос килес кун ҫитрӗ те ӗнтӗ тесе пророкла калани те, сас-хура та, пирӗн ятпа тесе ҫырнӑ ҫыру та сире пӑтраштарса ан ятӑр.


Вара тепӗр ут, ҫӳрен-хӗрлӗскер, тухрӗ. Юланутҫине, ҫынсем пӗр-пӗрне вӗлерччӗр тесе, ҫӗр ҫинчи канӑҫлӑха илме ирӗк тата пысӑк хӗҫ панӑ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ