48 Енчен те ҫав чура усал пулсан, хӑй ӑшӗнче: „Хуҫам халех килмӗ-ха“, – тесе,
Патша вара хайхи чурана чӗнтерсе ҫапла каланӑ: „Эй, усал чура! Эсӗ мана тархасларӑн та, эпӗ санӑн пӗтӗм парӑмна каҫартӑм.
Чӑн калатӑп сире: хуҫи ӑна хӑйӗн пӗтӗм пурлӑхне пӑхса тӑраканӗ тӑвӗ.
хӑйӗн юлташӗсенех хӗнеме пуҫлӗ, ӗҫкӗҫсемпе ерсе кайса ӗҫсе ҫийӗ.
„Эх, усал та кахал чура! – тавӑрнӑ ӑна хуҫи. – Эпӗ акмасӑрах вырнине, сапмасӑрх пухса илнине эсӗ пӗлнӗ.
– Мӗншӗн тесен усал шухӑшсем пурте: мӑшӑра улталасси, аскӑнланасси, ҫын вӗлересси, вӑрласси, ҫӑткӑнланасси, хаярланасси, улталасси, чарак ҫукки, кӗвӗҫесси, Турра хурласси, мӑнкӑмӑлланасси, ӑссӑрланасси – ҫын ӑшӗнчен, чун-чӗринчен тухаҫҫӗ.
Калӑпӑр, ҫав чура хӑй ӑшӗнче: „Хуҫам халех килмӗ-ха“, – тесе, арҫын тарҫисене те, хӗрарӑм тарҫисене те хӗнеме пуҫлӗ, ӗҫсе-ҫисе ӳсӗрӗлсе ҫӳрӗ.
Хуҫи ӑна каланӑ: „Эй, усал чура! Эпӗ сана хӑвӑн сӑмахусемпех айӑплатӑп! Эпӗ хытӑ чунлӑ пулнине, памасӑрах илнине, акмасӑрах вырнине эсӗ пӗлнӗ.
Каҫхине Иисуспа вӗренекенӗсем апат ҫиме ларнӑ. Ҫавӑн чухне шуйттан Симон ывӑлӗн Иуда Искариотӑн чӗрине Иисуса сутас шухӑш кӗртнӗ.
Анчах та Петр ӑна ҫапла каланӑ: «Анания, ҫӗр укҫине пытарса хӑварса эсӗ Святой Сывлӑша улталас терӗн-им? Хӑвӑн ӑшна ҫав шухӑша кӗртме мӗншӗн эсӗ шуйттана ирӗк патӑн?
Ӗнтӗ ҫак ҫылӑхунтан ӳкӗн те Турра кӗлту, вара, тен, чун-чӗрӳнти йӑнӑш шухӑшу каҫарӑнӗ.