46 Хуҫи тавӑрӑннӑ чухне хушнине туса тӑракан чура телейлӗ пулӗ.
«Кам шанчӑклӑ та ӑслӑ чура? Калӑпӑр, хуҫи хӑйӗн ытти тарҫисене пӑхса тӑма, вӑхӑтра апат ҫитерме пӗр чурине уйӑрса лартнӑ.
Чӑн калатӑп сире: хуҫи ӑна хӑйӗн пӗтӗм пурлӑхне пӑхса тӑраканӗ тӑвӗ.
Вара Патша сылтӑм енчисене ҫапла калӗ: „Эй, Аттем пилленисем, килӗр те тӗнчене пултарсанах сирӗн валли хатӗрленӗ Патшалӑха еткере илӗр.
Хӑйсен хуҫине кӗтсе хатӗр тӑракан чурасем телейлӗ! Чӑн калатӑп сире: хуҫи тавӑрӑнӗ те пилӗкне ҫыхса вӗсене сӗтел хушшине лартӗ, вӗсене хӑналӗ.
Хуҫи тавӑрӑннӑ чухне хушнине туса тӑракан чура телейлӗ пулӗ.
Итлӗр! Эпӗ, вӑрӑ пек, кӗтмен ҫӗртен пырӑп. Сыхӑ тӑракан, ҫарамас тӑрса юлса намӑса кӑтартас марччӗ тесе, тумтирне упраса пурӑнакан телейлӗ!
Санӑн ӗҫӳсене те, юратулӑхна та, Турӑшӑн ӗҫленине те, ӗненӗвне те, чӑтӑмлӑхна та пӗлетӗп. Тата хальхи ӗҫӳсем малтанхинчен пысӑкрах пулнине те пӗлетӗп.