Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Матфей 24:43 - Синодальный НЗ

43 Анчах та эсир ҫакна пӗлетӗр: вӑрӑ хӑҫан килессе кил хуҫи пӗлес пулсассӑн ҫав вӑхӑтра вӑл сыхӑ тӑрӗччӗ, хӑй ҫуртне ҫӗмӗрсе кӗме памӗччӗ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Матфей 24:43
18 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Тул ҫутӑласпа вара Иисус вӗренекенӗсем патне тинӗс ҫийӗпе утса пынӑ.


Хайхискерсем укҫине илсен пахча хуҫине ӳпкеле пуҫланӑ.


«Ҫапла вара, сыхӑ пулӑр, мӗншӗн тесен Хуҫӑр хӑш самантра килессине пӗлместӗр.


Ҫавӑнпа эсир те хатӗр тӑрӑр, мӗншӗн тесен Этем Ывӑлӗ эсир кӗтмен-туман вӑхӑтра килӗ».


Вӗсем ҫу туянма кайсан кӗрӳ каччӑ пырса ҫитнӗ. Вара хатӗр тӑракан пилӗк хӗр унпа пӗрле туй пулас пӳрте кӗнӗ, унтан тарҫӑсем алӑка хупса хунӑ.


Ҫапла вара, – тенӗ ытарлӑха вӗҫлесе Иисус, – сыхӑ пулӑр, мӗншӗн тесен Этем Ывӑлӗ хӑш кун, хӑш сехетре килессе пӗлместӗр».


Ҫапла вара сыхӑ пулӑр, мӗншӗн тесен кил хуҫи те каҫпа, те ҫур ҫӗрте, те автан авӑтсан, те ирхине килет. Эсир ӑна пӗлме пултараймастӑр.


Вӑл вӗренекенӗсем кӗсменпе вӑйран кайса ҫиле хирӗҫ ишнине курнӑ. Тул ҫутӑласпа вара, тинӗс ҫийӗпе утса, Иисус вӗсем патне пынӑ, иртсе каясшӑн та пулнӑ.


Тен, ҫав чурасен ҫур ҫӗрччен е тул ҫутӑличченех хуҫине кӗтмелле пулӗ. Хуҫи пырӗ те вӗсем ҫывӑрманнине курӗ. Сыхӑ тӑракан чурасем тата телейлӗрех.


Ҫакна астӑвӑр: вӑрӑ хӑш вӑхӑтра килессе пӗлсен кил хуҫи сыхӑ тӑрӗччӗ, ӑна хӑйӗн ҫуртне ҫӗмӗрсе кӗме памӗччӗ.


Ҫавӑнпа ӗнтӗ яланах сыхӑ тӑрӑр, ҫав килес асапсенчен хӑтӑлма вӑй-хал ыйтса кӗлтӑвӑр, Этем Ывӑлӗ умне тӑма тивӗҫлӗ пулӑр».


Итлӗр! Эпӗ, вӑрӑ пек, кӗтмен ҫӗртен пырӑп. Сыхӑ тӑракан, ҫарамас тӑрса юлса намӑса кӑтартас марччӗ тесе, тумтирне упраса пурӑнакан телейлӗ!


Эппин хӑвна мӗн вӗрентнине, мӗн каланине аса ил те, ҫавсене пӑхӑнса, ӳкӗн. Эсӗ сыхӑ тӑмасассӑн, Эпӗ сан патна, вӑрӑ пек, кӗтмен вӑхӑтра пырӑп, хӑш самантра пырасса эсӗ сисеймӗн те.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ