40 Ун чухне хирте ӗҫлекен икӗ ҫынран пӗрне илӗҫ, теприне хӑварӗҫ.
Ҫӗр питне шыв илсе пурне те пӗтеричченех ун ҫинчен никам та шухӑшламан. Этем Ывӑлӗ килесси те ҫаплах пулӗ.
Ал арманӗпе авӑртакан икӗ хӗрарӑмран пӗрне илӗҫ, теприне хӑварӗҫ».
Эсӗ ыттисенчен лайӑхрах тесе кам каланӑ? Турӑ панисӗр пуҫне санӑн мӗн пур? Енчен те Турӑ панӑ пулсан, мӗншӗн эсӗ илмен пек мухтанатӑн?
Турра хисеплеменнисен авалхи тӗнчине те Вӑл хӗрхенмен, шыв илтернӗ. Турӑ ун чухне сакӑр чуна кӑна – тӳрӗлӗх ӳкӗтлевҫи Нойпа унӑн кил-йышне кӑна – упраса хӑварнӑ.