Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Матфей 24:4 - Синодальный НЗ

4 Иисус вӗсене ҫапла тавӑрнӑ: «Хӑвӑра кам та пулин илӗртсе улталасран асӑрханӑр.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Матфей 24:4
14 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Мӗншӗн тесен суя христоссемпе суя пророксем тупӑнӗҫ. Вӗсем, тӗлӗнмелле паллӑсемпе хӑватсем кӑтартса, май килсен суйласа илнисене те илӗртсе улталама пӑхӗҫ.


Иисус вара ҫапла каланӑ: «Хӑвӑра илӗртсе улталасран асӑрханӑр, мӗншӗн тесен нумайӑшӗ Ман ятӑмпа килӗҫ те: „Эпӗ – Христос!“ – тейӗҫ. „Ӗнтӗ вӑхӑт пӗтесси ҫывӑх!“ – тейӗҫ. Вӗсем хыҫҫӑн ан кайӑр.


Мӗншӗн тесен ним тӗшне тӑман ҫын, хӑйне тем вырӑннех хурса, хӑйне ҫеҫ улталать.


Пирӗн ӗнтӗ ҫаплах пӗчӗк ачасем пек пулмалла мар. Вӗсене кирек епле вӗрентӳ ҫилӗ те, иккӗлентерсе, ҫавӑрттарса ярать; улталама вӗренсе ҫитнӗ чее ҫынсем хыҫҫӑн вӗсем часах каяҫҫӗ.


Хӑвӑра пуш сӑмахпа илӗртсе улталама ан парӑр. Унашкаллисене, Турра хирӗҫҫисене, Турӑ ҫилли ҫитет.


Эсир ҫӗнсе илнӗ парнене хӑйсене хӑйсем мӗскӗн пек кӑтартса, ангелсене пуҫҫапса киленекен, хӑйсем курманнине тӗпчекен ҫынсем туртса ан илейччӗр. Хӑйсен ӑсӗпе сӑлтавсӑрах мухтанма юратаҫҫӗ пулин те, ӑсӗ вӗсен – ҫӗр ҫинчиллех.


Эй, тӑвансем! Философиленсе, улталаса пустуй япаласем ҫинчен вӗрентекенсенчен асӑрханӑр. Вӗсем Христос хыҫҫӑн мар, этем юмах-халапӗсемпе шухӑш варкӑшӗсем хыҫҫӑн каяҫҫӗ.


Никам та нимӗнле майпа та сире улталама ан пултарайтӑр. Мӗншӗн тесен ҫав юлашки кун ҫитиччен маларах Турра хирӗҫ пысӑк пӑлхав пулмалла, ҫылӑх ҫынни – пӗтеслӗх ывӑлӗ – килмелле.


Эй, савнӑ тӑвансем! Турӑ Сывлӑшӗллӗ текен кирек епле ҫынна та ан ӗненӗр. Малтан тӗрӗслесе пӑхӑр: ҫав сывлӑш Турӑран-и? Мӗншӗн тесен тӗнчере суя пророк нумайланса кайрӗ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ