38 Ҫӗре шыв иличченхи кунсенче, Ной карап ҫине ларичченех, ҫынсем ӗҫсе ҫинӗ, авланнӑ, качча кайнӑ.
Чӗрӗлсе тӑнисем авланмаҫҫӗ те, качча та каймаҫҫӗ, вӗсем тӳпери Туррӑн ангелӗсем пек пулаҫҫӗ.
Кайран хама: санӑн пурлӑху нумай ӗнтӗ, темиҫе ҫула ҫитмелӗх те выртать. Ӗҫсе ҫи те савӑнса кан!“ – тейӗп.
Калӑпӑр, ҫав чура хӑй ӑшӗнче: „Хуҫам халех килмӗ-ха“, – тесе, арҫын тарҫисене те, хӗрарӑм тарҫисене те хӗнеме пуҫлӗ, ӗҫсе-ҫисе ӳсӗрӗлсе ҫӳрӗ.
«Хӑвӑра хӑвӑр асӑрхӑр: ҫиесшӗн, ӗҫсе ӳсӗрӗлесшӗн ҫӑткӑнланса ан ҫӳрӗр, пурӑнӑҫ хуйхи-суйхипе кӑмӑлӑрсене ан хуҫӑр. Ҫав кун сирӗншӗн кӗтмен ҫӗртен ан пултӑр,