Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Матфей 24:30 - Синодальный НЗ

30 Ҫавӑн хыҫҫӑн пӗлӗт ҫинче Этем Ывӑлӗн палли курӑнӗ, вара ҫӗр ҫинчи мӗн пур халӑхсем кӑшкӑрса йӗрсе ярӗҫ. Вӗсем тӳпери пӗлӗтсем ҫинче хӑватлӑ та аслӑ мухтавпа килекен Этем Ывӑлне курӗҫ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Матфей 24:30
17 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Елеон тӑвӗ ҫинче ларнӑ чухне Ун патне вӗренекенӗсем пӗр хӑйсем кӑна пынӑ та ҫапла ыйтнӑ: «Каласамччӗ пире: вӑл хӑҫан пулӗ? Эсӗ тепӗр хут килессе тата ҫак тӗнче пӗтес вӑхӑта мӗнле паллӑ тӑрӑх пӗлмелле?»


Ной вӑхӑтӗнче епле пулнӑ, Этем Ывӑлӗ килнӗ чух та ҫаплах пулӗ.


Ҫӗр питне шыв илсе пурне те пӗтеричченех ун ҫинчен никам та шухӑшламан. Этем Ывӑлӗ килесси те ҫаплах пулӗ.


«Эсӗ хӑвах ҫапла каларӑн, – тенӗ ӑна Иисус. – Эпӗ сире унтан та ытларах калатӑп: паянтан пуҫласа, малашлӑхра, эсир Этем Ывӑлӗ, Хӑватлин сылтӑм енче ларса, тӳпери пӗлӗтсем ҫинче килнине курӑр».


Унтан ҫынсем тӳпери пӗлӗтсем ҫинче аслӑран та аслӑ хӑватпа тата мухтавпа килекен Этем Ывӑлне курӗҫ.


«Каласамччӗ пире: вӑл хӑҫан пулӗ? Ҫавсем пурте пуласса мӗнле паллӑ тӑрӑх пӗлмелле?»


Вара тӳпери пӗлӗт ҫинче аслӑран та аслӑ мухтавпа тата хӑватпа килекен Этем Ывӑлне курӗҫ.


Паянтан пуҫласа, малашлӑхра, Этем Ывӑлӗ хӑватлӑ Туррӑн сылтӑм енне ларӗ».


«Эй, Галилея ҫыннисем! – тенӗ вӗсем. – Мӗн эсир тӳпенелле пӑхса тӑратӑр? Эсир Иисус хӑвӑртан уйӑрӑлса тӳпене ҫӗкленнине куртӑр. Вӑл тӳпене епле ҫӗкленчӗ, килессе те ҫавнашкалах килӗ».


сире вара, хӗн-хур тӳсекенсене, Иисус Хуҫамӑр Хӑйӗн хӑватлӑ ангелӗсемпе тӳперен килнӗ чухне Турӑ пирӗнпе танах канӑҫлӑх парӗ.


Акӑ, Вӑл пӗлӗтсем ҫинче килӗ те, Ӑна пурте, ҫав шутрах Хӑйне пӑталаса сӑнӑпа чикнисем те, курӗҫ. Ҫӗр ҫинчи мӗн пур йӑхсем Унӑн умӗнче татӑлса йӗрӗҫ. Ҫапла пулӗ, аминь.


Унтан тӳпере тӗлӗнмелле паллӑ – хӗвел тумтирлӗ хӗрарӑм – курӑнчӗ. Унӑн ури айӗнче уйӑх, пуҫӗ ҫинче вун икӗ ҫӑлтӑртан тунӑ пуҫ кӑшӑлӗ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ