Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Матфей 24:27 - Синодальный НЗ

27 Мӗншӗн тесен Этем Ывӑлӗ хӗвел тухӑҫӗнчен пуҫласа хӗвел анӑҫне ҫитичченех ялтӑраса тӑракан ҫиҫӗм пек курӑнса килӗ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Матфей 24:27
18 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Этем Ывӑлӗ Ҫӳлти Ашшӗн мухтавӗпе, ангелӗсемпе килӗ те пурне те ӗҫӗсене кура тавӑрса парӗ.


Чӑн калатӑп сире: ҫакӑнта тӑракансенчен хӑшӗ-пӗрисем Патша пулса килекен Этем Ывӑлне курмасӑр та вилмӗҫ».


Ҫапла вара: „Авӑ, Христос пуш хирте“, – тенине илтсен курма ан тухӑр, „Авӑ, Христос шалти пӳлӗмсенче“, – тенине илтсен те ан ӗненӗр.


Елеон тӑвӗ ҫинче ларнӑ чухне Ун патне вӗренекенӗсем пӗр хӑйсем кӑна пынӑ та ҫапла ыйтнӑ: «Каласамччӗ пире: вӑл хӑҫан пулӗ? Эсӗ тепӗр хут килессе тата ҫак тӗнче пӗтес вӑхӑта мӗнле паллӑ тӑрӑх пӗлмелле?»


Ной вӑхӑтӗнче епле пулнӑ, Этем Ывӑлӗ килнӗ чух та ҫаплах пулӗ.


Ҫӗр питне шыв илсе пурне те пӗтеричченех ун ҫинчен никам та шухӑшламан. Этем Ывӑлӗ килесси те ҫаплах пулӗ.


Ҫавӑнпа эсир те хатӗр тӑрӑр, мӗншӗн тесен Этем Ывӑлӗ эсир кӗтмен-туман вӑхӑтра килӗ».


«Тиллӗн те шӑтӑкӗ пур, вӗҫен кайӑкӑн та йӑви пур, Этем Ывӑлӗн кӑна пуҫне хурса канмалӑх вырӑнӗ ҫук», – тенӗ вара ӑна Иисус.


Эсир те чӑтӑмлӑн кӗтӗр. Чун-чӗрӗрсене ҫирӗплетӗр, мӗншӗн тесен Хуҫамӑр тепре килес вӑхӑт ҫывӑх ӗнтӗ.


«Христос тепре килме шантарнӑ. Ӑҫта-ха Вӑл? Мӑн асаттесем вилме пуҫланӑранпах, тӗнче пуҫланнӑранпах нимӗн те улшӑнмасть, йӑлтах ҫаплипех юлать», – тейӗҫ вӗсем.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ