26 Ҫапла вара: „Авӑ, Христос пуш хирте“, – тенине илтсен курма ан тухӑр, „Авӑ, Христос шалти пӳлӗмсенче“, – тенине илтсен те ан ӗненӗр.
Ҫаксем пирки Эпӗ сире малтанах каласа хурас терӗм.
Мӗншӗн тесен Этем Ывӑлӗ хӗвел тухӑҫӗнчен пуҫласа хӗвел анӑҫне ҫитичченех ялтӑраса тӑракан ҫиҫӗм пек курӑнса килӗ.
Ҫав кунсенче Шыва кӗртекен Иоанн халӑх хушшине тухнӑ, вӑл Иудея пуш хирӗнче ӳкӗтлесе вӗрентнӗ.
– Нумаях пулмасть пӗр Египет ҫынни, хулара пӑлхав ҫӗклесе, хӑйпе пӗрле пуш хире тӑватӑ пине яхӑн вӑрӑ-хурах ертсе кайнӑччӗ. Грекла пӗлетӗн пулсан, эсӗ ҫав ҫын пулмарӑн апла?»