Матфей 24:24 - Синодальный НЗ24 Мӗншӗн тесен суя христоссемпе суя пророксем тупӑнӗҫ. Вӗсем тӗлӗнмелле паллӑсемпе хӑватсем кӑтартса, май килсен, суйласа илнисене те илӗртсе улталама пӑхӗҫ. အခန်းကိုကြည့်ပါ။ |
Анчах та тискер кайӑка тата ун умӗнче тӗлӗнмелле паллӑсем кӑтартакан суя пророка ярса тытрӗҫ. Ҫав тӗлӗнмелле ӗҫсене кӑтартса вӑл тискер кайӑкӑн ҫыру паллине ларттаракансене, тискер кайӑк сӑнарне пуҫҫапакансене илӗртсе улталанӑ. Вара тискер кайӑкпа суя пророка иккӗшне те кӳкӗрт ҫунакан вутлӑ кӳлле чӗрӗллех пӑрахрӗҫ.