17 Кил хушшинчи ҫын япала таврашӗ илес тесе пӳрте кӗрсе-туса ан тӑтӑр.
Эпӗ сире тӗттӗмре каланине эсир ҫутӑра калӑр, хӑлхаран каланине ял илтмелле пӗлтерӗр.
вара Иудея халӑхӗ тусем ҫине тартӑр.
Хирти ҫын та тумтир таврашӗ илес тесе каялла ан тавӑрӑнтӑр.
«Ҫавӑнпа та сире калатӑп: чуна усрамалӑх ӗҫме-ҫиме пирки те, кӗлеткене тӑхӑнмалӑх тумтир пирки те ан кулянӑр. Чун – апат-ҫимӗҫрен, кӗлетке – тумтиртен пахарах мар-им вара?
Ҫавӑнпа эсир тӗттӗмре мӗн каланине ҫутӑ ҫӗрте илтӗҫ. Шалти пӳлӗмре хӑлхаран каланине те ял илтмелле кӑшкӑрӗҫ».
Анчах халӑх йышлӑ пулнӑран шала кӗме май тупайман. Вара вӗсем ҫурт тӑррине хӑпарнӑ та ӑна пӗр тӗлтен сӳтсе паралич ҫапнӑ ҫынна выртнӑ вырӑнӗпех пухӑннисен варрине, Иисус умнех, антарнӑ.
Тепӗр кунне, хайхи тарҫӑсемпе салтак хула патне ҫывхарнӑ чухне, Петр кӑнтӑрлахи кӗлӗ тума хӑтлӑ пӳлӗме хӑпарнӑ.