15 «Ҫапла вара, Турӑ Даниил пророк урлӑ калани ҫитсен, сӑваплӑ вырӑн ирсӗрлӗхпе юхӑнса тӑнине курсан, – вулакан ҫакна ӑнлантӑр, –
вара Иудея халӑхӗ тусем ҫине тартӑр.
«Даниил пророк калани ҫитсен, ирсӗр пулмалла мар вырӑн ирсӗрлӗхпе юхӑнса тӑнине курсан, – вулакан ҫакна ӑнлантӑр, – Иудея халӑхӗ тусем ҫине тартӑр.
Акӑ кунсем ҫитӗҫ, тӑшманусем сана хупӑрласа илӗҫ, йӗри-тавра шӑтӑксем чавӗҫ, пур енчен те хӗстерсе ҫитерӗҫ.
«Иерусалима йӗри-тавра ҫар хупӑрласа илнине курсан, вара унӑн юхӑнса тӑрас вӑхӑчӗ ҫывхарнине пӗлӗр!
Каплипех хӑварсан Ӑна пурте ӗненме пуҫлӗҫ. Вара Рим ҫыннисем килӗҫ те – пирӗн Турӑ Ҫуртне аркатӗҫ, пирӗн халӑха пусмӑрлӗҫ».
Хӑйсем ҫапла кӑшкӑра пуҫланӑ: «Эй, Израиль ҫыннисем! Пулӑшӑр! Ҫак ҫын пур ҫӗрте те хамӑра хирӗҫле, хамӑр саккуна хирӗҫле, Турӑ Ҫуртне хирӗҫле вӗрентӳ сарса ҫӳрет. Ҫитменнине вӑл халӗ тата, Турӑ Ҫуртне грексене ертсе килсе, ҫак сӑваплӑ вырӑна ирсӗрлетрӗ!»
Вӗсем ҫавнашкалах суйса айӑп кӑтартакансем те хатӗрленӗ. «Ку ҫын Турӑ Ҫурчӗ ларакан сӑваплӑ вырӑна та, Моисей саккунне те пӗрмаях хурлать, – тенӗ ҫавскерсем.
Ҫавӑнпа та пирӗн, Турӑ ҫулӗнчен пӑрӑнса каяс мар тесен, хамӑра мӗн вӗрентнине асра тытмалла.
Ҫак пророкла сӑмахсене вулакан, вӗсене итлекенсем тата унта мӗн ҫырнине тытса пурӑнакансем телейлӗ, мӗншӗн тесен вӑхӑт ҫывӑх ӗнтӗ.
Сывлӑш чиркӳсене мӗн каланине илтме хӑлха пурри илттӗр“».