Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Матфей 24:14 - Синодальный НЗ

14 Вара мӗн пур халӑхсене пӗлтермешкӗн пӗтӗм тӗнчипех Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ҫак Ырӑ Хыпара сарӗҫ. Пӗтес вӑхӑт ҫавӑн чухне ҫитӗ».

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Матфей 24:14
29 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Ҫӳренӗ чухне вара: „Ҫӳлти Патшалӑх ҫывхарчӗ“, – тесе ӳкӗтлесе вӗрентӗр.


Татах чӑн калатӑп сире: ҫӗр ҫинче сирӗн хушшӑртан иккӗн пӗр шухӑшлӑ пулса Турра тархасласан, Ҫӳлти Аттем вӗсем ыйтнине тивӗҫтерӗ.


Елеон тӑвӗ ҫинче ларнӑ чухне Ун патне вӗренекенӗсем пӗр хӑйсем кӑна пынӑ та ҫапла ыйтнӑ: «Каласамччӗ пире: вӑл хӑҫан пулӗ? Эсӗ тепӗр хут килессе тата ҫак тӗнче пӗтес вӑхӑта мӗнле паллӑ тӑрӑх пӗлмелле?»


Тата сирӗн вӑрҫӑсем ҫинчен илтмелле, вӑрҫӑ хыпарӗсем илмелле пулӗ. Астӑвӑр, хӑраса ан ӳкӗр, мӗншӗн тесен ҫавсен пурин те пулмалла, анчах ку пӗтес вӑхӑт мар-ха.


Иисус пӗтӗм Галилея ҫӗрӗ тӑрӑх ҫӳренӗ. Вӑл унти синагогӑсенче вӗрентнӗ, Ҫӳлти Патшалӑх ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтернӗ, халӑха тӗрлӗ чир-чӗртен, халсӑрлӑхран сыватнӑ.


Иисус мӗн пур хуласемпе ялсем тӑрӑх унти синагогӑсенче вӗрентсе, Ҫӳлти Патшалӑх ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтерсе, тӗрлӗ чир-чӗртен тата тӗрлӗ халсӑрлӑхран сыватса ҫӳренӗ.


Анчах та малтан пур халӑхсем хушшинче те Ырӑ Хыпар сарӑлса ҫитмелле.


Ҫав вӑхӑтра Рим императорӗ Август пӗтӗм патшалӑхри халӑха ҫырса тухма хушнӑ.


Иерусалимран пуҫласа мӗн пур халӑхсене ӳкӗнме, ҫылӑх каҫарттарма Ун ячӗпе ӳкӗтлесе вӗрентмелле.


Вара шуйттан Ӑна ҫӳллӗ ту ҫине илсе кайнӑ та пӗр самантрах тӗнчери мӗн пур патшалӑха кӑтартнӑ.


Вара вӗсенчен пӗри, Агав ятли, тӑнӑ та, Святой Сывлӑш пӗлтернипе, пӗтӗм тӗнчипех питӗ йывӑр выҫлӑх пуласси ҫинчен малтанах каласа хунӑ. Кайран, Клавдий император вӑхӑтӗнче, ҫав выҫлӑх чӑнах та пулнӑ.


Хӑй малтанах суйласа илнӗ Ҫын урлӑ пӗтӗм тӗнчене тӳрӗ суд тумалли куна Турӑ палӑртса хунӑ ӗнтӗ. Ҫавна ҫынсене пурне те ӗнентерес тесе, Турӑ Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ».


Анчах та вӗсем апостолсене тупайман. Вара Иасонпа хӑш-пӗр ӗненекенсене хула пуҫлӑхӗсем патне сӗтӗрсе кайнӑ. «Вӗсем пӗтӗм тӗнчипех халӑха пӑтратса ҫӳреҫҫӗ, халӗ акӑ кунта та ҫитнӗ! – кӑшкӑрашнӑ ушкӑнрисем.


Пирӗншӗн кунашкал вӗрентӳ питӗ сиенлӗ. Хамӑр ал ӑсталӑхӗ хисепрен тухни тем мар-ха, аслӑ Артемида турра кӗлтумалли ҫурт та пӑрахӑҫа тухӗ. Пӗтӗм Аси, пӗтӗм тӗнче хисеплесе пуҫҫапакан Артемида туррӑн чапӗ пӗтсе ларӗ».


Эпӗ сирӗн хушшӑрта Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ӳкӗтлесе вӗрентрӗм. Ӗнтӗ тек эсир мана кураяс ҫуккине пӗлетӗп.


«Турӑ сӑмахне вӗсем илтмен-им?» – тесе ыйтатӑп эпӗ. Паллах, илтнӗ. Ҫырнинче каланӑ пек: «Вӗсен, вӗрентекенсен, сасси пӗтӗм тӗнчене сарӑлнӑ, вӗсен сӑмахӗ тӗнче хӗрринех ҫитнӗ».


Турӑ умне ҫапла тӑрас тесен сирӗн, паллах, ҫирӗп те иккӗленӳсӗр ӗненмелле, Ырӑ Хыпар паракан шанчӑка ҫухатмалла мар. Эсир Ырӑ Хыпара илтнӗ, ӑна ҫӗр ҫинче пурӑнакансене пурне те пӗлтернӗ. Эпӗ те, Павел, Ырӑ Хыпар тарҫи пулса тӑтӑм.


Хӑйӗн Малтанхи Ывӑлне ҫут тӗнчене килтернӗ чухне Вӑл ҫапла каланӑ: «Турӑ ангелӗсем пурте Ӑна пӑхӑнса пуҫҫапчӑр».


Эпир каласа пӗлтерекен пулас ҫут тӗнчене Турӑ ангелсене пӑхӑнса тӑмалла туман.


Унтан эпӗ ҫӳл тӳпере вӗҫсе иртекен тепӗр ангела куртӑм. Ҫӗр ҫинче пурӑнакан тӗрлӗ чӗлхеллӗ йӑх-ӑрӑва, халӑха пӗлтермешкӗн ҫав ангелӑн ӗмӗрлӗх Ырӑ Хыпар пурччӗ.


Кусем – тӗлӗнмелле паллӑсем кӑтартакан усал сывлӑшсем. Пурне те тытса тӑракан Туррӑн ҫак аслӑ кунӗнче патшасене вӑрҫа пухас тесе, усал сывлӑшсем пӗтӗм тӗнчери ҫӗр-шывсен патшисем патне тухаҫҫӗ.


Ҫӗр ҫинчи ҫынсене илӗртсе улталамашкӑн пӗтӗм тӗнчене йывӑр тӗрӗслев пулӗ. Эпӗ сана чӑтӑмлӑ пулма хушнине эсӗ упраса хӑвартӑн, ҫавӑнпа йывӑр тӗрӗслев вӑхӑтӗнче Эпӗ те сана упраса хӑварӑп.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ